Авалхи чиркĕве упраса хăварасшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2025, 18:58 Просмотров: 59

Хусанти Турă амăшĕ ячĕпе хисепленекен Авшак Элменти чиркĕве 19-мĕш ĕмĕртех тунă. Кĕлĕ çурчĕ тахçанах юхăннă ĕнтĕ. Кăçал истори палăкне сых-ласа хăварассипе чиркÿре консерваци ĕçĕсем иртмелле.

Малашлăхра реставраци те тума палăртаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ ĕçсене «Культура» федераци программипе пурнăçа кĕртме май пулĕ.

Калас пулать, программăна хутшăнмалли заявкăна культура еткерлĕхне упрассипе тимлекен Патшалăх центрĕ Шупашкар-Чăваш епархийĕн реставраци тата строительство енĕпе тăрăшакан пайĕпе тата Культура министерствипе пĕрле хатĕрленĕ.

Чиркĕве 1825 çулта çĕкленĕ. Кĕлĕ çуртне хăпартма тăватă ял çыннисем укçа-тенкĕ пухнă. Чиркĕве 1930 çулта хупнă. Совет тапхăрĕнче кунта ял клубĕ, кайран минераллă удобренисен склачĕ вырнаçнă. Халĕвара кĕлĕ çурчĕ самаях юхăннă.

Проект организацийĕ культура еткерлĕхĕн объектне тĕпченĕ, ĕç документацине хатĕрлеме пуçланă.

«Чиркÿ ишĕлесрен ĕçсем туса ирттерни ăна арканасран упрĕ. Ку вăл истори объектне упрамалли тĕп утăм», - пĕлтерет Шупашкар-Чăваш епархийĕн реставраци тата строительство енĕпе тимлекен пайĕн председателĕ Андрей Архипов иерей.

Вăл иртнĕ çул храмăн территорине тата шалти пÿлĕмĕсене тирпей-илем кĕртме хутшăннă православи çамрăкĕсене тав тунă.

Екатерина ЕГОРОВА,

Культура министерствин

культура еткерлĕхне

упрассипе тимлекен

Патшалăх центрĕн эксперчĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика