Уй-хире мĕн акатăн, çавă шăтĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2025, 19:01 Просмотров: 60

«Мураты» ял хуçалăх производство кооперативĕн тилхепине пĕртăван Геннадий Петровичпа Юрий Петрович Спиридоновсем çирĕп тытса пыраççĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ иккĕшĕ те «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

«Мĕн акатăн, çавă шăтать», теççĕ. «Мураты» хуçалăхра кĕркуннех çитес çулхи тухăç пирки шухăшлаççĕ. Çĕр ĕçченĕсем вăхăтра вăрлăх хатĕрлеме, çĕнетсе улăштарма тăрăшаççĕ. Çуркунне акма палăртнă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кондицие çитернĕ ĕнтĕ. Çÿп-çаплă, çумкурăклă вăрлăх сортлăха çухатать. Сарă ылтăна тасатассипе звеносем яланах тухăçлă ĕçленĕ. Кăçал çурхи туллăн «Новосибирская - 49» çĕнĕ сортне акма палăртаççĕ.

Çулсерен 120 гектар ытла çĕрулми çитĕнтереççĕ. Сорчĕсем тĕрлĕрен: «Прайм», «Гала», «Кингсмен»...

«Мураты» кооператив мăнаçлă техника енчен пуян. Уяр çанталăкра çĕрулмине кунне 10 гектар ытла кăларса тирпейлеме пултарать. «Иккĕмĕш çăкăра» тасатнă хыççăн ещĕксене тултараççĕ те управăша хураççĕ. Палăртмалла, тырпула ещĕксенче тытаççĕ.

- Сортпа сорт хутшăнмасть. Ял хуçалăх культурисене ещĕксенче упрама питĕ меллĕ, - терĕ кооператив ертÿçин заместителĕ Юрий Спиридонов.

Юрий Петрович ял хуçалăх отраслĕнче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ырă ята тивĕçнĕ. Унăн ывăлĕ те хастар. Ашшĕ çулĕпе кайнă. Леонид Юрьевич агрономра тăрăшать.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика