Çуркуннехи çанталăк улшăнуллă. Çумăрĕте лÿшкет, çав вăхăтрах юрĕ те вĕçтерме пултарать. Пĕрре ирĕлтерет, тепре шăнтать... Çавна май, çутçанталăк кăларакан хă-рушлăхран, сывлăха сиенлесрен питĕ сыхланмалла.
Ейÿ: шыв çине ан тух
Çуркунне юр хăвăрт ирĕлни, юханшыв-пĕвесенче шыв шайĕ тăрук хăпарни те хăрушлăх кăларать. Çурхи ейÿре тата пăр кайнă вăхăтра:
шыв-шур çине тухма тата юханшыв урлă каçса çÿреме,
пăр капланчăкĕсен çывăхне пыма, катăкĕсене çырантан тĕксе яма,
йăтăнма пултаракан чăнкă çырансенче тăма,
пĕчĕк кĕперсемпе плотинасем çинче пухăнма,
пăр катăкĕсем çинче утма тата ярăнма,
ачасене пĕвесемпе кÿлĕсем, юханшыв патне яма, вĕсене унта асăрхавсăр хăварма
ЮРАМАСТЬ!
Апрель 2025 |