95 çул - халăх ырлăхĕшĕн, ÿсентăран сиплĕхĕшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.03.2025, 19:04 Просмотров: 55

Вăрнарти хими заводĕнчен пĕрремĕш продукци аякри 1930 çултах тĕркемленсе тухнă. Халĕ мăнаçлă та хăватлă предприятин ĕç-хĕлне пуçарса янă çак кунран паян шăп та лăп 95 çул çитрĕ. Хыçала юлнă вуншар çулхи историе тишкеретĕн те, аван ăнланатăн: паянхи тĕнче рынокĕнче конкурентлă предприяти шайне тăриччен сахал мар тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ заводăн. Унăн пуян та интереслĕ историйĕ тĕрлĕ тапхăрсене пĕрлештерет: ăнăçлă та çĕкленÿллĕ çулсене те, панкрутлăх алăкĕ умĕнче тăнине те, Мускав кампанийĕ хÿтте илнипе ура çине çирĕп тăрса тĕнче рынокне тухнине те...

Паян вара Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ 95 çулхи юбилее вуншар миллиардшар тенкĕлĕх таварçаврăнăшпа, Раççее кăна мар, ют çĕршывсене те ÿсентăрансен хÿтĕлевĕн препарачĕсемпе пĕтĕмĕшле тивĕçтернипе кĕтсе илет. «Август» компани тытăмĕнче тухăçлă ĕçлекенскер, вăл халĕ - ячĕпе тĕнчипе паллă предприяти.

Çакна юбилей умĕн Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕпе Владимир Свешниковпа тĕл пулса калаçнă май та туйса илме пулчĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра

Ирина ЯКОВЛЕВА

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика