Ашшĕ-амăшĕ пулни - телей

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2025, 19:09 Просмотров: 60

Яваплă хатĕрленмелле

Сывă ача çуратса ÿстерессинчен хакли ашшĕ-амăшĕшĕн нимĕн те çук. Çавăнпа та пурнăçри ку тапхăра тĕплĕн хатĕрленни, хăвăр сывлăхшăн яваплăха туйни пĕлтерĕшлĕ. Çакă çие юлассипе проблемăсем тухассинчен хăтарать, пулас пепкен сывлăхне те лайăх витĕм кÿрет.

Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăмшăн ача çуратмалли чи лайăх вăхăт - 20-35 çул. Ку вăхăтра сывлăх çирĕп, чир-чĕр аптратас хăрушлăх пĕчĕкрех. Çулсем иртнĕçемĕн вара çие юлас шанăç чакать, генетика материалĕн пахалăхĕ япăхланса пырать.

Шел те, пулас ашшĕ-амăшĕсенчен нумайăшĕ чир-чĕр паллисем çук-тăк хăйсене сывă тесе шутлаççĕ. Анчах чылай амак пуçламăш тапхăрта хăйне нимле те кăтартмасть-çке. Тĕрĕсленни вара организмри улшăнусене вăхăтра тупса палăртма, кирлĕ пулсан сиплеве тытăнма май парать.

Чи малтанах терапевт тата гинеколог патĕнче пулмалла, лаборатори тĕрĕслевĕсене ирттермелле. Уйрăмах хламидиоз, хĕрлĕ шатра ?краснуха%, гепатит В, С, ВИЧ евĕр хăрушă инфекцисем çуккине çирĕплетмелле. Нумай тĕслĕхре вĕсем - патологисен е хырăм ÿкнин сăлтавĕ. Анализсене ашшĕ-амăшĕн иккĕшĕн те памалла: мĕншĕн тесен вируссемпе бактерисем йăлара та, ар çыхăнăвĕ урлă та ерме пултараççĕ. Диагностика вара хăрушлăха вăхăтра сирме пулăшать.

Енчен мĕнле те пулин чир-чĕр пур-тăк, ăна ача çуратма хатĕрлениччен сиплемелле: чир аталанас, варти пепкене тĕрĕс аталанма чăрмантарас хăрушлăха сирмелле. Çитменнине, чылай эмеле çире пур чух усă курма юрамасть.

Сиенсене асăрхаттарас тĕллевпе, кирек мĕнле эмел ĕçни çинчен те хĕрарăмăн врач-терапевта тата гинеколога пĕлтермелле. Арçынсен те манмалла мар: мышцăсене ÿстерме усă курнă гормонсем ар шĕвекĕн пахалăхне самаях чакараççĕ. Çавăнпа та ку препаратсен курсне вĕçленĕ хыççăн 3 уйăхран кая мар иртмесĕр «плансене» пурнăçа кĕртме юрамасть.

Пулас ашшĕ-амăшĕсен пепкене пурнăç пама хатĕрленнĕ чух 3-6 уйăх малтан мĕнпур усал йăласенчен хăтăлмалла. Çавăн пекех - ачана варта йăтса çÿренĕ, кайран кăкăр ĕмĕртнĕ чух та. Унсăр пуçне апатлану та шайлашуллă пулмалла: рациона пахчаçимĕç, улма-çырла, кальципе пуян продуктсем, пăрçа йышшисене, мăйăр, çуллă мар аш, пулă тата ыттине кĕртмелле.

Çие юлнă хĕрарăмăн малтанхи тапхăртах, 6-9 эрнесенче, акушер-гинеколог патне çитмелле, консультацире учета тăмалла. Çакăн хыççăн пĕрмаях тухтăрсен асăрхавĕнче пулмалла, вĕсен сĕнĕвĕ-хушăвĕсене тĕрĕс пурнăçласа пымалла.

Сывлăха çамрăкран упрамалла

Тĕрĕссипе, пулас ашшĕ-амăшĕсен сывлăхĕ çамрăклăхра йĕркеленме тытăнать. Мĕнле тытмалла-ха хăйсене хĕрсемпе каччăсен сывлăха упрама/ Чи хăрушши - сиенлĕ йăласем. Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр тесен наркотиксемпе, алкогольпе, табакпа вуçех те çыхланмалла мар.

Наркотиксене пĕрре тутанни те, акă, организма вăйлă сиенлет. Ку наркăмăша çамрăксем уйрăмах питĕ хăвăрт хăнăхаççĕ. Çакă вĕсем каярах ашшĕ-амăшĕ пулассине те япăх витĕм кÿрет. Хĕрсен те, каччăсен те арлăх гормонĕсем чакса каяççĕ. Наркоманипе чирлĕ хĕрарăмăн, çие юлайсассăн та, сывă мар ача çуралас е хырăм ÿкес хăрушлăх питĕ пысăк.

Алкоголь те сывлăха аркатать. Темиçе çул хушшинчех эрехе пула организмра хăрушла улшăнусем пулса иртеççĕ. Каччăсен хĕрарăм гормонĕсен хисепĕ нумайланать: мышцăсем хавшаççĕ, вĕсене ним те кирлĕ мар, либидо пĕчĕк. Хĕрсен организмĕнче арçын гормонĕсем ÿснĕрен вара вĕсем агрессивлă, сассисем хулăм, амăшĕн «инстинкчĕ» пĕчĕк. Пĕрмаях алкоголь ăша янăран арлăх органĕсем те тĕрĕс мар аталанаççĕ. Çак сăлтавпа хĕрсен амăшĕ пулас шанăç пĕчĕкленет. Çие юлайсан та алкоголь витĕмĕ е ăна пула пуçланнă чирсем варти пепкене сиенлес хăрушлăх пур.

Никотин вара ?çав шутра электронлă сигаретсемпе вейпсене усă курсан та% хĕрсен арлăх органĕсене тÿрлетме май çук улшăнусем кÿрет. 16 çулччен туртма пуçланă хĕрсенчен çурри енне кайран ача çуратаймасăр нушаланаççĕ. Е тата пепкисене хавшак сывлăх парнелеççĕ.

Сывă пурнăç йĕрки - сывă ача çут тĕнчене килессин никĕсĕ. Çакна ан манăр, яваплă пулăр.

Антонина ТАБАРДАК, Светлана БОЛОДУРИНА,

Обществăлла сывлăх тата медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин республикăри центрĕн врачĕсем

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика