Çулсене юсаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2025, 19:11 Просмотров: 63

Хĕл çапларах пулчĕ те - йĕпе-сапара автоçулсем сиенленни вăрттăнлăх мар. Çавна май тивĕçлĕ службăсем кĕрĕк арки йăваласа ларманни паха.

Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, подряд организацийĕсем çулсене тасатса тăнипе пĕрлех шăтăк-путăка саплас енĕпе те мерăсем йышăнаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 4 пин тăваткал метр асфальта юсанă, çак тĕллевпе кирлĕ материалсен 700 тоннипе усă курнă.

Çанталăка кура трассăсен сиенленнĕ вырăнĕсене хальлĕхе шăратнă тата сивĕ асфальтобетонпа кăна саплаççĕ, анчах кĕçех асфальт заводне хута ямалла - çулсем çинче вĕри асфальтпа та усă курма пуçлĕç. Çанталăк лайăх тăнă чухне çак ĕçе куллен ятарлă техникăн 150 таран единицине явăçтараççĕ.

Чăвашупрдор республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене, вĕсем çинчи кĕперсене сăнасах тăни çинчен пĕлтерет. Сиенленнĕ вырăнсене тупса палăртсан çийĕнчех мерăсем йышăннине çирĕплетеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика