Çулталăкăн кашни тапхăрĕнче хăйĕн çутçанталăк хăрушлăхĕсем. Çуркунне, акă, - ейÿ шывĕсем сиен кÿме пултарни, типĕре пушар тухас хăрушлăх ÿсни. Вĕсем пысăк инкеке ан куçчăр тесе кирек мĕнле лару-тăрăва асăрхаттарма та, сирме те хатĕр пулмалла.
Çак тĕллевпе ĕнтĕ, йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕршывĕпех пысăк командăпа штаб вĕренĕвĕсене ирттернĕ. Ытти регионсем пекех Чăваш ен те унта анлăн хутшăннă, Раççей МЧС-ĕ лартнă задачăсене туллин пурнăçланă. Тренировка икĕ тапхăрпа икĕ кун иртнĕ. Тĕп тĕллевсен шутĕнче çутçанталăкпа çыхăннă чрезвычайлă лару-тăрусен сиенĕсене сиресси, çынсем пурăнакан вырăнсене, экономикăпа социаллă инфраструктура объекчĕсене хÿтĕлесси пулнă.
Пирĕн округра та ытларикун командăпа штаб вĕренĕвĕсем пĕрлехи канашлуран пуçланнă. Унта ертÿлĕх тата мĕнпур яваплă службăсем умĕнчи тĕп задачăсене çитернĕ, вĕренÿсем йĕркипе пурнăçа кĕртмелли мероприятисене палăртнă. Çак кунах çăлав службисен хатĕрлĕхне тĕрĕслессипе смотр та иртнĕ. Вĕсем поселокăн тĕп площадьне пухăннă. Ушкăнсене кирлĕ техникăпа, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе, мĕнпур инструментпа тата оборудованипе тивĕçтернине ятарлă комисси тишкернĕ.
Тренировкăн иккĕмĕш тапхăрĕ вара - çутçанталăк инкекĕн сиенлĕ пулăмĕсене путлантарасси. Ун вăхăтĕнче ведомствăсем çивĕч лару-тăрура хăйсен тивĕçĕсене тĕрĕс пурнăçланине, пĕр-пĕринпе хутшăнса çăлав мероприятийĕсене пахалăхлă ирттернине хакланă.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2025 |