Пулăшушăн пĕрлешнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.03.2025, 19:17 Просмотров: 126

Пăваялĕнче пурăнакансем те ятарлă çар операцине пулăшас тĕллевпе пĕрлешнĕ

Ялта пурăнакансем салтаксен фронтри пурнăçне ырă ĕçпе хавхалантарас тенĕ. Пухăм пирки пĕлтерсенех ырă чунлисем пулăшу алли тăсма тытăннă. Ярослав Никифоров, Леонид Кудрявцев, Аниса Николаева, Лариса Михайлова, Галина Касаткина, Нина Прокопьева, Альбина Иванова, Валерий Кудрявцев, Андрей Песков укçа панă.

Эльвира Павлова, Галина Андреева, Линда Дмитриева, Ольга Лепешкина, Валентина Павлова, Тамара Курсова, Надежда Семенова, Николай Кириллов нускисем, гигиена хатĕрĕсем, консервăсем, ăшă тумтир, чей кÿнĕ.

Роза Григорьева - алă ăсти. Пĕр кун та ахаль лармасть. Вăл хăй çыхнă 60 мунчалине салтаксем валли парас тенĕ.

Иванова Элеонора вара салтаксене сиплĕ çимĕçпе савăнтарма шутланă. Пулăшу пунктне 9 литр пыл пырса панă. Вĕлле хурчĕсене унăн ывăлĕ Андрей тытать. Маттур çамрăкăн та ыркăмăллăх валли чĕри уçă.

Пăваяльсен пулăшăвĕ кунпа кăна вĕçленмен. Ĕнер ялти клубра ыркăмăллăх концерчĕ иртнĕ. Унтан пухăннă укçа-тенкĕне те йăлтах «ZOV Вурнары» волонтер ушкăнне куçарса парĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика