Хăрушлăх кăларма паман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2025, 19:18 Просмотров: 60

Ÿсĕр водитель - çул çинче кирек камшăн та пысăк хăрушлăх. Хăйĕншĕн тата пассажирĕсемшĕн кăна мар, çуран пыракансемшĕн, ытти транспорт хатĕрĕсемшĕн те инкек кăларма пултарать. Акă, çакăн пек тĕслĕх те пулнă: пăтăрмах сиксе ан тухтăр тесе ĕнтĕ, урă мар водителе асăрханă çынсен ăна чарма тивнĕ.

ВАЗ-2114 автомашина çул çинче темле шанмалла мар пынă-мĕн. Хамăр округри пĕр ял патне кĕрекен вырăнта вăл чутах аварийлĕ лару-тăру та кăларман. Çакна курнисем аякран пăрăнса иртмен: хуса çитсе машина водительне чарнă. Унпа калаçнă май, арçынтан спиртлă шĕвек шăрши кĕнине туйнă.

- Граждансем хăйсен яваплăхне кăтартнине палăртмалла. Вĕсем пăтăрмах вырăнне Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсене чĕнсе илнĕ, йĕркене пăсакана килсе çитнĕ экипажа «панă». Алкотестерпа ирттернĕ тĕрĕслев транспорт хатĕрне чăнах та ÿсĕрле тытса пынине кăтартнă. Çапах та водитель ун кăтартăвĕсене йышăнман, хăй уррине çирĕплетме медучрежденире тĕрĕсленме те килĕшмен. Инспекторсем ку водитель тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 12.26-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе материал çырнă, автомашинине вара ятарлă стоянкăна ăсатнă. Унччен те гражданин руль умĕнче урă мар лекнĕ. Малтанхи тĕслĕхпе пуçарнă материал хальхи вăхăтра суд тишкерĕвĕнче, - пĕлтерет республикăри Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика