Аслисем те, ачасем те хутшăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.03.2025, 19:28 Просмотров: 64

Çĕршывшăн кăткăс тапхăрта пурте пĕр шухăшлăн пĕрлешни хаклă. Хăюллă салтаксем çапăçу хирĕнче пирĕн канăçлăха, ирĕклĕ пурнăçа хÿтĕленĕ чух тăван тăрăхĕсенче вĕсене май килнĕ таран хавхалантарма тăрăшни - кăмăла çĕклекен ырă пулăм.

Хамăр округра та тĕрлĕ территори пайĕсенче çар çыннисене хÿтĕлекен маскировка сеткисене çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, фронтра кирлĕ оборудованипе тивĕçтерме тăрăшаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пухса яраççĕ... Ырă ĕçе кашниех хăй пултарнă таран тÿпе хывать.

Услапа Нурăс, Хăмăш, Кивьял Нурăс ялĕсенче пурăнакансем те, акă, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕсем патне черетлĕ гуманитари пулăшăвне ăсатнă. Салтаксем тăван ен ăшшине, хавхалантарăвне туйса илччĕр тесе посылкăсене пухма ял çыннисем кăмăлпах хутшăннă.

Çавăн пекех гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле боецсем патне маскировка сеткисем те çитĕç. «Вĕсем салтаксене яланах кирлĕ хÿтĕлев хатĕрĕсем. Кашни çекĕлне пĕтĕм чун-чĕрепе ырă сунса çыхнăскерсем, ентешĕмĕрсене тăшман усалĕнчен сыхласа хăварасса шанатпăр», - теççĕ маскировка сеткисене хатĕрлекен хастарсем. Вĕсене çыхасси Хăмăшри ял клубĕнче малаллах пырать. Ку кирлĕ ĕçе аслисемпе танах ачасем те хутшăнаççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика