Нумай çул лидерсен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2025, 19:32 Просмотров: 45

«Росгосстрах» страхлав компанийĕн «Вурнарский» агент центрĕнче 2024 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç тата малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Тĕлпулăва «Росгосстрах» компанин Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Алексей Пирожков тата Вăрнар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика пайĕн пуçлăхĕ Светлана Шашкарова хутшăнчĕç.

Алексей Геннадьевич пухăннисене саламланă май, «Росгосстрах» компани страхлав рынокĕнче Раççейре те, Чăваш енре те нумай çул лидерсен йышĕнче пулнине палăртрĕ. 2024 çулхи кăтартусене илес пулсан, Чăваш Республикинчи филиал та, «Вурнарский» агент центрĕ те ÿсĕмлĕ ĕçленĕ, ума лартнă задачăсене туллин пурнăçланă. Филиал директорĕкашни страхлав продуктне уйрăммăн тишкерчĕ.

Палăртса хăвармалла, «Росгосстрах» компани сĕнекен страхлав тĕсĕсем анлă, вĕсем тĕрлĕ кăткăс лару-тăрусенче финанс хăрушсăрлăхне тивĕçтереççĕ, авари, пушар, çутçанталăк инкекĕсем вăхăтĕнчи тата ытти пăтăрмахсенче тăкаксене саплаштарма пулăшаççĕ. Тĕплĕнрех хаçатра

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика