Çĕре акма-лартма хатĕрлетпĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.03.2025, 14:24 Просмотров: 559

Çуркунне пахчаçимĕç, улма-çырла лартма-акма пуçличчен çĕре дезинфекци туни пулас тухăçа ÿстерме, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен тата ÿсентăран чирĕсенчен хÿтĕлеме пулăшать. Çакна хими препарачĕсемпе усă курмасăрах икĕ мелпе ирттерме пулать.

10 литр шыв çине 5 стакан йывăç кĕлĕ, çур стакан 9: уксус ярса лайăх пăтратмалла.

1 стакан кирек епле гумат тата пĕр апат кашăкĕ куркума хушмалла. Пĕр сехет лартмалла. Уксус кĕл хутăшĕпе реакцине кĕрсен ÿсентăрансемшĕн усăллă веществосем пулаççĕ. Куркума пăнтăх кăмписене пĕтерет, ун шăрши чылай сăтăрçă-кăпшанкăна хăратать. Хатĕр хутăша тепĕр хут лайăх пăтратмалла, витре çине пĕр стакан ярса çĕре лейкăпа пĕрĕхтерсе шăвармалла.

Горчица порошокĕпе табак тусанне пĕрпек пропорципе хутăштармалла. Çĕре чавиччен çиелтен сапса тухмалла. Çак икĕ меле пĕрлештерсен дезинфекци тата эффективлăрах пулĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика