Волейбол турнирĕнче тупăшнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.04.2025, 09:24 Просмотров: 25

Вăрнар округĕнче çурхи каникул вăхăтĕнче вĕрентÿ ĕçченĕсен спорт уявĕ иртнĕ. Чи вăйлă волейболистсен ятне çĕнсе илессишĕн 7 команда тупăшнă.

Турнира савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн округри организацийĕн председателĕ Елена Карпова, «Рассвет» спорт шкулĕн директорĕ Владимир Прокопьев ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу, çĕнтерÿ патне мĕнпур вăйран ăнтăлма суннă.

Пĕр минут иртнĕ-иртмен çивĕч кĕрешÿ пуçланнă. Кирек мĕнле ăмăртура чи маттуррисем çĕнтереççĕ. «Рассвет» спорт шкулĕн команди мала тухнă. Мăн Явăш шкулĕн команди иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Калининăсем - виççĕмĕшсем.

Призлă вырăнсене йышăннисене диплом, укçа-тенкĕ парса хавхалантарнă. Çĕнтерÿçĕ-командăна куçса çÿрекен Кубокпа та чысланă.

Турнирта хастарлăх кăтартакансем те наградăллă пулнă. Санарпуç тата Çĕрпел шкулĕсен командисем «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» диплома тивĕçнĕ.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика