Спорт çирĕплĕхпе чăтăмлăха ÿстерет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.04.2025, 09:25 Просмотров: 17

Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем спортпа тусли ăнсăртран мар. Çăмăл мар службăра тăма çирĕплĕх, чăтăмлăх, пысăк вăй-хал кирлĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, спортра пиçĕхни вара çак пахалăхсене аталантарма май парать те.

Вăрнар полици сотрудникĕсем те маттур. Вĕсене тăтăшах тĕрлĕ шайри ăмăртусенче малтисен йышĕнче курма пулать. Çак кунсенче, акă, йĕрке хуралçисем алла-аллăн тытăçассипе ведомство турнирĕнче те ÿсĕмлĕ кăтартусемпе палăрнă.

Спортăн ку тĕсĕпе Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин чемпионачĕ служба тивĕçĕсене пурнăçланă чух пуçне хунă Изосим Башкиров милици лейтенантне халалласа 1996 çултанпа иртет. Ăмăрту умĕн полицейскисем çавăн пекех служба вăхăтĕнче çухатнă ытти ĕçтешĕсене те аса илнĕ.

Чемпионат кăçал та пысăк йыша пуçтарнă. Министерствăн структура подразделенийĕсен, территориаллă органĕсен чысне хÿтĕлекен спортсменсем унта 50 ытла çын вăй виçнĕ. Чи маттуррисене вĕсем хушшинче тĕрлĕ виçе категорийĕнче палăртнă.

Палăртма кăмăллă: вĕсен йышĕнче полицин «Вурнарский» пайĕнче тимлекен спортсменсем те пур. Кĕрешÿ ăсталăхне кăтартса вĕсем çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ. Чи пысăк çитĕнÿ - уголовлă шырав уйрăмĕн ертÿçин Вадим Ивановăн. 73 килограмчченхи виçе категорийĕнче вăл чемпионат çĕнтерÿçи пулса тăнă. 62 килограмчченхи виçе категорийĕнче вара Павел Алексеев автоинспектор хĕрÿ кĕрешÿре иккĕмĕш вырăн йышăннă. Финал тупăшăвĕнче вăл Етĕрнери самбо енĕпе тĕнче класлă спорт мастерне кăна выляса янă. Çавăн пекех Максим Афанасьев участокри уполномоченнăйĕн результачĕсем те аван. Вăл ĕçтешĕ-спортсменсемпе 88 килограмчченхи ушкăнра вăй виçнĕ, виççĕмĕш вырăна тухса чемпионат призерĕсен йышне кĕнĕ. Турнир çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Кубоксемпе тата медальсемпе наградăланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика