Çăкаллă Явăшри тирпейлĕхе юратакан, ял илемĕшĕн тăрăшакан хастарсем паттăр ентешсене халалласа лартнă Астăвăм палăкĕ умне пĕр тĕллевпе пуçтарăнчĕç.
Вĕсем юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа, тĕрлĕ хытхурана тураса пухса тирпейлерĕç. Тулли кăмăлпа, чун-чĕререн тăрăшса ĕçлерĕç. Галинăпа Виталий Владимировсем, Людмилăпа Михаил Бычковсем, Анастасийăпа Иван Даниловсем, Михаил Владимиров, Эльвира Алексеева, Полина Петрова, Альбина Петрова, Эльвира Петрова, Людмила Павлова, Виталий Максимов ку ĕçе такам хистенипе мар, чун-чĕре ыйтнипе пурнăçларĕç. Пĕрле кар тăрса кирек мĕнле калăпăшлă ĕçе те пурнăçлама пулать. Халăх ырлăхĕшĕн вăй хуракан çынсен йышĕ хушăнсах пырасса шансах тăрас килет.
Эльвира ПЕТРОВА
Апрель 2025 |