Пурнăçа тăршшĕпех çĕнĕ япаласем кĕрсе пыраççĕ. Шел те - кирлĕ маррисем, сиенлисем те. Сăмахран, çын ăс-тăнне улăштаракан, сывлăхне пĕтерекен психоактивлă веществосем. Темиçе çул ĕнтĕ, акă, наркотиклă япаласем хушшинче «малти позицисене» Альфа-ПВП текен хими веществи йышăнать. Анчах унпа усă куракансем ăнланмаççĕ: унăн çын организмне кÿрекен витĕмĕ чăннипех те çав тери аркатуллă.
Альфа-ПВП - синтетикăллă питĕ хăрушă психостимулятор. Ятĕнченех паллă, вăл организма лексен çыннăн психика тата ут-пÿ «ĕçлевне» ÿстерсе ярать. Куç шăрçисем сарăлаççĕ, куçсем хĕрелни тата çутатни, ÿт шыçăнни курăнать. Психостимулятор витĕмĕ ?48 сехет таран% вĕçленсен вара организм пĕтĕмĕшле халсăрланни туйăнать. Ăс-тăнпа çыхăннă е пĕр-пĕр йывăр мар ĕçе пуçăнсан та çын питĕ хăвăрт ывăнать. Тремор, чĕтрев пуçланать, координаци çухалать. Тарăху-вĕчĕрхенÿ, канăçсăрлăх, çывăрайманни те аптратать.
Наркотике иленнĕ çын наркăмăшлă япалан дозине тĕрĕслевре тытаймасть. Ăна пысăк виçепе усă курни те сайра мар. Çакă вара этеме пуçĕпех улăштарать: пăлханулăх, тĕлли-паллисĕр калаçни, галлюцинаци пуçланни, пĕрмаях ку веществосене шырани, харпăр хăйне е ытти çынсене сиен кÿрес шухăшсем таранах. Çав вăхăтрах арлăх туртăмĕ вăйланма, шикленÿ, пĕрмаях темрен хăрани ÿсме, юн пусăмĕ тăрук пысăкланма тата чĕре ытлашши хăвăрт тапма тытăнма пултарать. Серотонин синдромĕ йĕркеленес хăрушлăх та пысăк. Унăн паллисем: температура хăпарни ?42 градус таран%, канăçсăр хускану, эпилепси, мышцăсем туртăнса сиккелени, ал-урана туйманни тата ытти. Çакă пĕтĕмпех сывлав тата чĕре ĕçне чăрмав кÿме, ятарлă пулăшу памасан вилĕмпе те вĕçленме пултарать. Альфа-ПВП-па усă куракансене «кĕтекен» амаксене татах та асăнма пулать: пÿрепе пĕвер ĕçĕ пăсăлать, чĕрепе юн тымарĕсем хавшаççĕ, инсульт е инфаркт çапса ÿкерет... Унсăр пуçне, организма наркотиксемпе кĕске вăхăт наркăмăшлантарни те ăс-тăна хăрушă улăштарать.
Сывлăх вăл - нимпе хаклайми пуянлăх. Ăна хăвăр алăпа ан аркатăр, сиенлĕ япаласемпе ан çыхланăр. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырăр!
Дмитрий НИКОЛАЕВ,
врач-нарколог
Апрель 2025 |