Май уйăхĕн 9-мĕшĕ - мăнаçлă уяв. Эпир Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă аслă ăру умĕнче ĕмĕр парăмра.
Администрацире пĕлтерĕшлĕ уява - Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине - анлăн паллă тăвас енĕпе ĕçлекен оргкомитетăн пĕрремĕш ларăвĕ пулчĕ. Ăна округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов ертсе пычĕ.
Ĕç планĕн кашни пунктне тĕплĕн тишкерчĕç. Юбилейлĕ çул аслă уява анлăрах ирттермелли çинчен калаçрĕç. Алексей Николаевич кашни тĕллеве тĕплĕн пурнăçламалли пирки асилтерчĕ. Ыйтусем чылай: торжествăлла митингăн сценарине хатĕрлесси, уяв программине пуянлатасси, обществăлла йĕркелĕхе сыхласси, палăксем, обелисксем, стелăсем патĕнчи территорисене тирпейлĕх кĕртесси, урамсене илемлетесси, çамрăк армеецсемпе кадетсене хатĕрлесси тата ыттисем те. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тимлĕхсĕр хăвармĕç, Çĕнтерÿ кунĕпе саламлĕç.
Йăлана пăхăнса «Вилĕмсĕр полк», «Георги хăйăвĕ», «Астăвăм çурти» акцисем те иртмелле.
Чăваш енрен фронта 208 пин ытла çын тухса кайнă, вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ каялла таврăнайман. Вăрнар енчен те чылаййăн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса паттăррăн пуçĕсене хунă.
Кăçал республикăра масштаблă акци иртĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă кашни салтак ячĕпе йывăç лартма йышăннă.
Çак пĕлтерĕшлĕ проектăн пуçаруçи - Чăваш Республикин Общество палатин председателĕн заместителĕ Алексей Автономов.
Йывăç лартма кăçалхи иккĕмĕш тата виççĕмĕш кварталсенче палăртаççĕ. Акцие пĕтĕм Чăваш Республики хутшăнĕ. Кашни йывăçа кам ячĕпе лартнине те кăтартĕç. Паттăрсем пирки малашнехи ăрусен те пĕлмелле.
Вăрнарсен те çак акцие хастар хутшăнмаллине палăртрĕç.
Пĕрле пулсан, пĕр тĕллевпе тăрăшсан эпир кирек мĕнле калăпăшлă ĕçе те тухăçлă пурнăçлама пултарăпăр.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Апрель 2025 |