Çамрăк ăру маттур. Спорта юратать, тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнать. Акă, шкулсенчи вĕренÿ хастарĕсем - 6-8-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем - округри «Эрудит» конкурсăн финал тапхăрĕнче хăйсен ăс-тăн çивĕчлĕхне кăтартнă.
Палăртмалла, конкурс пуçламăшĕнче ачасем харпăр хăйпе паллаштарнă. «Манăн хобби» мастер-класс конкурсĕнче мĕнпе кăсăкланни çинчен каласа кăтартнă. Пĕрисене творчество, теприсене наука аталанăвĕ интереслентерет.
Çамрăк ăру «Манăн ĕмĕт» темăпа тухса калаçнă. Конкурсантсем хăйсен çутă ĕмĕт-тĕллевне уçса панă, малашлăхра мĕнле плансене пурнăçа кĕртме палăртнине уçăмлатнă.
Конкурс дискуссипе вĕçленнĕ. Вĕренекенсем «Патриотизм: çамрăксем ăна мĕнле ăнланаççĕ/» темăна сÿтсе явнă.
«Эрудит» конкурсра Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 8-мĕш класра ăс пухакан Мария Никитина çĕнтернĕ. Глеб Григорьев ?Кÿстÿмĕр шкулĕ%, Ярослав Игнатьев ?Калинино% иккĕмĕш вырăна тухнă. Дамир Краснов ?Вăрманкас%, Виктория Сорокина ?2-мĕш вăтам шкул% виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Ытти хастара та палăртнă. Малти Ишек шкулĕнчи Елизавета Лукина «Социаллă активлăх», Хапăсри Мария Прохорова «Творчество мелĕ» номинацисенче лауреат ятне тивĕçнĕ.
Каласа хăвармалла, конкурса хутшăннă пур ачана та диплом, парне парса хавхалантарнă.
Елена ТОЛСТОВА
Апрель 2025 |