Савăнăçлă тата усăллă ирттернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.04.2025, 09:28 Просмотров: 21

ăрнарти тĕп библиотекăри ача-пăча литературин пайĕнче йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри ача-пăча кĕнекин эрни иртнĕ. Çамрăк вулакансемшĕн вăл чăн-чăн уяв пулса тăнă. Пилĕк кун кунта тĕрлĕ тематикăллă кăсăклă мероприятисем ирттернĕ.

Эрне Наталия Спехова ача-пăча писателĕпе онлайн тĕл пулнинчен пуçланнă. Ачасем авторăн пултарулăхĕпе интересленсе паллашнă, унăн «Подарок ведьмы» юмахне тĕплĕн тишкернĕ. Писательпе интерактивлă хутшăнни, тупмалли юмахсемпе ыйтусем çине хуравлани ачасене тата нумайрах вуласа çĕннине пĕлме хавхалантарнă.

Иккĕмĕш куна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă. Шăпăрлансем паттăрлăхпа çирĕплĕх темине уçса паракан А.Митяевăн «Серьги для ослика» произведенине чарăнса вуланă. Хайлава сÿтсе явнă хыççăн «Сывлăшри разведчик» диафильм пăхса хавхаланнă.

Тепĕр кунне ачасем «Çĕнтерĕве халалласа» мастер-класа хутшăннă, çар символĕн элеменчĕсемпе илемлетнĕ брошкăсем ăсталанă. Тăваттăмĕш кун интерактивлă вăйăсемпе пуян пулнă. Çамрăк вулакансем хăйсен ăс-хакăл пуянлăхне кăтартма пултарнă.

Литература уявĕн юлашки кунĕнче ачасем вăрçă пирки калакан кĕнекесемпе, Тăван çĕршывăн çар историйĕнчи интереслĕ событисемпе паллашнă. Ача-пăча кĕнеке эрни вулакансене вăхăта савăнăçлă çеç мар, усăллă ирттерме май пачĕ.

Юлия КУРБАТОВА,

ача-пăча литература пайĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика