Туризм темине малалла тăснă май çакна палăртмалла, вăл экономикăн ÿссе пыракан, хăйĕнпе çыхăннă сервис тата пулăшу ĕçĕсене хавхалантармалли майсем йĕркелекен пайĕ. Региона килекен туристсен шучĕ туризм продукчĕн пĕтĕм тĕсĕ енĕпех çулсерен ÿссе пырать. Атăл юханшывĕ тăрăх çул çÿремелли туризм кирлĕлĕхĕ савăнтарать. Çитменнине пирĕн патăмăрта туризм лайнерĕсем кăна мар, уйрăм çынсен пĕчĕк виçеллĕ карапĕсем те ытларах та ытларах чарăнаççĕ.
Çавна май тĕрлĕ тĕллевлĕ тата масштаблă инфратытăм туса хума кирли сисĕнет. Атăл хĕрринче вырнаçнă хуласенче причал инфратытăмне аталантармалли пирĕн плансене Комплекслă программăра çирĕплетсе хăварнă. Вĕсене кăçалах пурнăçлама тытăнатпăр, сăмахран, Куславккапа Сĕнтĕрвăрри хулисенче причал хÿмисене тума пуçлатпăр. Паллах ĕнтĕ, вĕсене туни ку чухнехи юханшыв инфратытăмне йĕркеленипе пĕрлех çак хуласен çыранлăхне хăтлăх кĕртесси çине те ырă витĕм кÿрет. Ку вара, хăй йĕркипе, çак хуласен илĕртÿлĕхне туристсемшĕн, кунта пурăнакансемшĕн, унта килсе вырнаçас текенсемшĕн, тата, паллах, инвесторсемшĕн палăрмаллах ÿстерет.
Инфратытăма малалла аталантарасси регион ку е ытти наци туризмĕн маршрутне хутшăннинчен килет. 2023 çулта Тутарстан тата Мари Эл республикисенчи ĕçтешсемпе пĕрле «Аслă Атăл çулĕ» наци туризмĕн маршрутне хÿтĕлеме пултартăмăр. Республикăн çĕнĕ туризм маршручĕсене хутшăнмалли вăй-хăват, паллах, тата та пур.
Апрель 2025 |