1996 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче Раççей тата Белорусси Президенчĕсем икĕ çĕршывăн Сообществине йĕркелесси çинчен договора алă пуснă. Тепĕр çултан вара «Белоруссипе Раççей Союзĕ çинчен» договора йышăннă. Çакăнтанпа икĕ тăванла халăх хушшинчи мĕнпур сферăри туслă та çирĕп хутшăнусем татах та вăйланнине каламалла.
Вăрнарсен те белоруссемпе туслă çыхăнусем йĕркеленсе пыраççĕ. Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, пĕлтĕр Вăрнар муниципаллă округĕ Белоруссири Бешенковичи районĕпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ çырнă. Çак пĕршухăшлăха малалла тăсса вара апрелĕн 2-мĕшĕнче - Раççейпе Белорусси пĕрлĕхĕн кунĕнче - тепĕр пĕлтерĕшлĕ утăм тунă. Икĕ енчи вĕрентÿ учрежденийĕсем хастар хутшăнса тимлессине алă пусса çирĕплетнĕ.
Хăйнеевĕрлĕ мероприяти Вăрнарти 1-мĕш шкулта иртнĕ, тăванла Бешенковичи районĕпе çыхăнма вара телекĕпер «хывнă». Белоруссири тусĕсене вăрнарсен ятĕнчен округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов, округ Пухăвĕн депутачĕсем Вячеслав Алексеев тата Сергей Ильин, поселокри шкулсен тата ача-пăча искусствăсен шкулĕн ертÿçисем тата чăвашла юрăпа «7 нот» ансамблĕн çамрăк артисчĕсем саламланă.
Икĕ çĕршыв çыннисене пĕрлехи истори, ăс-хакăл пуянлăхĕпе хаклăхĕсем, манăçми çĕнтерÿсемпе ÿсĕмсем ĕмĕрлĕх çыхăнтарнине палăртса, тăванла халăх енчен вăрнарсене Бешенковичи районĕн депутатсен Канашĕн председателĕ Геннадий Шведов хирĕçле ăшă салам янă.
Пĕр-пĕрне темиçе пин километр урлă пĕрлештернĕ телекĕперĕн тĕп саманчĕ - килĕшĕве йышăнни. Ĕçлев документне Вăрнарти тата Бешенковичири 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсен директорĕсем Румия Басыровапа Сергей Ильин тата Светлана Баранокпа Ольга Красакова, икĕ поселокăн искусствăсен ача-пăча шкулĕсен ертÿçисем Татьяна Ильинапа Елена Ядревская алă пусса çирĕплетнĕ.
Иккĕленместпĕр: ку туслă çыхăну, пĕрлехи мероприятисем икĕ енчен те пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса тăма, ачасен вĕрентĕвĕпе аталанăвне татах та пуян йĕркелеме пулăшĕç.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2025 |