Юсасах тăраççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.04.2025, 09:46 Просмотров: 14

Пирĕн Ашмаров урамĕнчи 8-мĕш çурт 2013-2014 çулсенче тĕплĕ юсав программине кĕреймерĕ. Çавăнпа та ку ĕçсене сметăна кĕртсе хамăр вăйпа çуртсене пăхса тăракан организацисем урлă тума лекет.

Ку çуртра пурăнма пуçлани май уйăхĕнче 34 çул çитет. Çулсем иртнĕçемĕн унтан та кунтан ишĕлме, юхма тытăнать. Уйрăмах - балкон тăррисем. 33-мĕш хваттерĕн балкон тăррин плити йăтăнса анас хăрушлăх кăларать. Карнизĕ йĕпенсе тăрать.

Çурта пăхса тăракан организаци ĕçченĕсем питĕ тăрăшуллă. Слесарь А.В.Шерстнев кашни кун путвалта тĕрĕслет, юхакан вырăнсене тупса юсама тăрăшать.

Калас пулать, эпир дворникăн ?С.А.Никитин% платниксен ?А.А.Макаров, С.В.Зорин%, кровельщикăн ?В.П.Владимиров%, сварщикăн ?А.П.Ильин% ĕçĕсемпе те питĕ кăмăллă.

Л.И.Скворцова мастер пирки те ăшă сăмах калатпăр. Мĕнле ĕçсем тумалла, ун патне шăнкăравлатпăр. Вăл ыйтăва тÿрех тимлĕхе илет.

Нина ФИРСОВА,

Ашмаров урамĕнчи 8-мĕш çуртра пурăнакан

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика