Хăвăртах тупса палăртнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.04.2025, 09:47 Просмотров: 15

Эрех темле пăтăрмаха та çăмăллăнах лектерме пултарать. Çапла хамăр округри пĕр арçын, акă, унччен пĕлмен çынпа алкогольлĕ шĕвек ĕçнĕ хыççăн 2 миллион ытла тенкĕсĕр тăрса юлнă-мĕн.

- Хулари кафере пĕрле ларнă май, вăл ăнсăртран тупнă пĕлĕшне йăнăшпа хăйĕн банк карттине панă. Çавăн пекех унăн кодне те пĕлтернĕ. Унта вара пысăк сумма пулнă. Çĕнĕ Шупашкарти йĕрке хуралçисем кредит учрежденийĕн хăрушсăрлăх служби пулăшнипе преступникăн сăнне хăвăртах пĕлнĕ. Укçана Шупашкар çынни çаратнине те çийĕнчех палăртнă. Ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл ют укçана пĕтерме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çавна май, тăкака саплаштарас тĕллевпе, следстви ун пурлăхĕ çине арест хума мерăсем йышăнать, - пĕлтерет Чăваш енри Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика