Паттăр ентеш

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.04.2025, 09:48 Просмотров: 16

Тимофей Александрович Александров Вăрнар районĕнчи Етруккасси Мăрат ялĕнче 1915 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕ-шĕнче çуралнă.

Шкул хыççăн Çĕрпÿри фельдшерсене хатĕрлекен вĕрентÿ организацийĕнче пĕлĕве тарăнлатнă.

Унăн ĕç биографийĕ 1936 çулта Патăрьел енчи Çĕнĕ Ахпÿрт ФАП-ĕн заведующийĕнчен пуçланнă.

1937-1946 çулсенче Хĕрлĕ Çар ретĕнче службăра тăнă.

Палăртмалла, служба Смоленск облаçĕнче, унтан Белоруссире иртнĕ. Хĕвеланăç Белоруссине ирĕке кăларма хутшăннă. 1940 çулта Финн вăрçинче пулнă. Çар çыннине Кремльте М.И. Калинин пĕрремĕш награда - «Хăюлăхшăн» медаль - парса чысланă.

Унтан пирĕн ентеш Кавказра, Эстонире, Латвире, Бессарабире службăра тăнă. 1942 çулта Мускава, унтан Хĕвелтухăç Пруссие ирĕке кăларма хутшăннă.

Аслă Çĕнтерĕве Германире Бранденбург хапхи умĕнче кĕтсе илнĕ. Медицина службин аслă лейтенанчĕ Тимофей Александров 1946 çулта тăван тăрăха таврăннă.

Вăрçă вăхăтĕнче Аслă Главнокомандующийĕн Тавне 11 хут тивĕçнĕ. Ăна «Хăюлăхшăн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн» медальсемпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе наградăланă.

Мирлĕ пурнăçра Тимофей Александров нумай çул фельдшерта, эпидемиолог пулăшуçинче, гражданла оборона штабĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă.

Вăл - сывлăх сыхлавĕн отличникĕ.

Унăн кун-çулĕ 2014 çулта татăлнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика