Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ округри шкулсенче 8-11 классенче вĕренекенсене çулсерен хими предмечĕпе «Август шанăçĕ» олимпиадăна пуçтарать. Кăçал ăна сумлă датăна - заводăн 95 çулхи юбилейне - халалланă.
Хăйсен пĕлĕвне хими предмечĕпе тĕрĕслес текенсен йышĕ кашни çулах ÿссе пырать. Заданисене М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн выпускникĕ, хальхи вăхăтра 181-мĕш цехра технологра ĕçлекен Юрий Федоров шутласа тупнă. Кашни вĕренекен валли ятарлă шифрпа паллă тунă заданисемпе уйрăм пакет хатĕрленĕ. Çавăн пекех унта парнесем те хунă: блокнотсем, ручкăсем, шăккалат тата бассейна çÿремелли абонемент.
- Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ шкул ачисене хими предметне лайăхрах вĕренме хавхалантарас, наукăпа кăсăклантарас тĕллевлĕ. Пулас професси тата ĕç вырăнĕ суйлама вăхăт çитсен вĕсем «Август» компанире ĕçлеме кăмăл тăвасса шанатпăр, - палăртнă заводăн социаллă тивĕçтерÿ управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров тата наукăпа производство центрĕн пуçлăхĕ Ольга Капитонова.
Олимпиадăна хутшăнакансене муниципаллă округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов та саламланă. Вăл олимпиадăна хатĕрленсе ирттерме пулăшакансене - общественноçпе çыхăну тытакан Людмила Иванова специалиста, заводăн библиотекипе музейĕн методистне Вера Васильевана тата заданисен авторне Юрий Федорова - Тав çырăвĕпе палăртнă.
Заданисене пурнăçлама 2,5 сехет уйăрнă. Ун хыççăн ачасене столовăйĕнче кăнтăрлахи апатпа сăйланă. Экскурси вăхăтĕнче вĕсем заводăн цехĕсемпе склачĕсене çитсе курнă. Полимерлă канистрăсем вĕрсе хăпартни, складсенче продукцине 8 яруслă çÿллĕшре упрани, наукăпа производство центрĕнчи кăткăс лаборатори оборудованийĕ тата ыт.те - шкул ачисем заводăн ĕç-хĕлĕпе интересленсех паллашнă. Çак вăхăтра олимпиадăна хутшăнакансен ĕçĕсене жюри членĕсем тĕрĕсленĕ. Вĕсен йышĕнче шкул учителĕсем те, заводăн специалисчĕсем те пулнă.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников саламланă. «Вĕренÿ çулĕсене усăллă ирттерессе шанатăп. Вуласа пĕлни, вĕренни сирĕнпе пурнăç тăршшĕпе пулĕ. Тен, сирĕн хими, физика, математика облаçĕнчи пĕлÿ малашне пĕчĕк е пысăк çитĕнÿ тума май парĕ», - чĕнсе каланă вăл шкул ачисене. Пĕрремĕш тата призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ çамрăксене Владимир Васильевич дипломсемпе тата парнесемпе чысланă.
Хамăр инф.
Апрель 2025 |