Тăнăç пурнăç пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.04.2025, 09:48 Просмотров: 13

Республикăра «Çавăн пек професси пур - Тăван çĕршыва хÿтĕлесси» акци иртет. Раççей мăнаçлă уява паллă тума хатĕрленет.

Ку чухнехи ăрăвăн патриотизм туйăмĕ ÿстĕр, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтăр тесе вулавăшсем те тăрăшаççĕ. Акă, нумаях пулмасть Аçăмçырминчи ял библиотекинче «Тăван çĕршыв - ку эпир» темăпа мероприяти иртнĕ. Ăна шкул директорĕн канашçи Ольга Николаева йĕркелеме пулăшнă.

Вĕренекенсемпе тĕлпулăва çар ĕçĕсен ветеранĕсем килнĕ. Мероприятире ятарлă çар операцине хутшăнакан Александр Журавлев та пулнă. Вăл тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕ. Александр Вениаминович СВО-ра служба мĕнле пыни пирки каласа кăтартнă. Шкул ачисене Раççей салтакĕсемпе офицерĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ кăсăклантарнă. Тĕлпулăва килнĕ ытти хăна та вĕренекенсене хăйсен служба вăхăчĕ мĕнле иртни пирки каласа панă. Çар ĕçĕсен ветеранĕсем йывăрлăха парăнтарма çирĕп кăмăл-туйăм, тÿсĕмлĕх кирлине палăртнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе кашниннех чыслăн пурнăçламаллине çирĕплетнĕ.

Мероприятие килнисем ятарлă çар операцине хутшăнакана çирĕп сывлăх, ăнăçу, хăвăртрах çĕнтерÿпе таврăнма суннă.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика