2022-2024 çулсенче республикăри промышленноç предприятийĕсем патшалăх пулăшăвĕн шучĕпе 19,6 миллиард тенкĕ илнĕ, çав шутра пĕлтĕрхи пулăшу шайĕ – 7 миллиард та 157 миллион тенкĕ. Танлаштарма, 2020 çулта ку цифра 350 миллион тенкĕ чухлĕ пулнă. Çак çулсенче 7 çĕнĕ промышленноç кластерĕ, уйрăм çын тытса тăракан виçĕ технопарк, Çĕнĕ Шупашкарта промышленноç тĕллевĕпе ĕçлекен ятарлă экономика зонине туса хунă, икĕ ятарлă инвестици контракчĕ ?СПИК 2.0% пурнăçланать. Антрахинон меслечĕпе водород перекиçĕ туса кăларас ĕç проектпа пăхнă хăвата çитрĕ тата Раççее кирлин 95 процентне, Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхне кĕрекен тата икĕ çĕршыва кирлин 50 процентне тивĕçтерет. Пĕчĕк тата вăтам хăватлă ял хуçалăх тракторĕсем туса кăлармалли проект хастарлăн пурнăçа кĕрес шайра.
Чăваш ен Инвестици аталанăвĕн агентстви хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле хакĕ 85,3 ытла миллиард тенкĕпе танлашакан 117 инвестици проектне асăрхаса тăрать. Вĕсен шутĕнче – Раççей экономикине çĕнĕ, хамăр çĕршывра туса хатĕрленĕ ĕçсем çинче никĕсленекен, тĕнче шайĕнче конкурентлă шутланакан технологисемпе тата оборудованипе тивĕçтермелли проектсем. Ку вăл çул-йĕрпе строительство техники валли туртăмлă электричество привочĕсем, электричество вăйĕпе те, дизель вăйĕпе те ĕçлекен юплĕ погрузчиксем, программа управленийĕпе ĕçлесе тирпейлекен центрсем тата вĕсене комплектламалли япаласен локализацийĕ, пысăк хăватлă электрокотелсем туса кăларасси, пĕчĕк тата вăтам тоннажлă химие аталантарасси тата ытти те.
Апрель 2025 |