Çĕнĕлле шухăшсем пысăк объектсене хывăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.04.2025, 09:49 Просмотров: 12

Хăть мĕнле строительство объектне пуçăнтăр - вăл пахалăхлă, хитре, çирĕп пулĕ. Эрнекун çак шухăша Вăрнарти хутăш препаратсен заводне пухăннă хăнасенчен кашниех палăртрĕ

Ку ырă сăмахсене

«Август» Фирмăн «Звездопад» строительство организацине ха-лалларĕç. Иртнĕ эрнере коллектив 30 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Чăнах та куратпăр ĕнтĕ, «Звездопад» строителĕсене пула Вăрнарти завод ?çĕнĕ цехсем, склад корпусĕсем, реконструкци ĕçĕсем...% кăна мар, поселок территорийĕ те чаплă объектсемпе хăтлăланчĕ: фитнес-центр, «Август» парк, «Химик» стадион, бассейн.

Раççейĕпе тата ун шутĕнче миçе объект/! Тутарстанри «Август-Алабуга» завод, Липецк облаçĕнчи «Август Логистика» тулли мар яваплă общество, Мускав облаçĕнчи Черноголовкăри шкул. Хальхи вăхăтра строительсем «Август» компанин наукăпа тĕпчев центрне туса пĕтерессипе тимлеççĕ.

Ĕç кăтартăвĕсем аван. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем уява та çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Юратнă коллектива «Звездопад» организацин генеральнăй директорĕ Владимир Яковлев саламларĕ. Ку должноçре вăл пилĕк çул ĕнтĕ ăнăçлă тăрăшать. Маларах, 2007-мĕшĕнчен тытăнса, «Звездопадăн» Вăрнарти филиалĕн ертÿçинче тимлесе ырă ят çĕнсе илчĕ. Вăл - çав тери мал ĕмĕтлĕ. Унăн креативлă, çĕнĕлле шухăшĕсене пула объектсем те илĕртÿлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ.

Владимир Сергеевич строительсене пĕр тĕллеве пĕр шухăшлăн пурнăçланăшăн - объектсене пахалăхлă, чунтан çĕкленĕшĕн, компани пуласлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав турĕ.

Çавăн пекех «Звездопад» ĕçченĕсене «Август-Алабуга», «Август-Полимер» заводсен директорĕ Владимир Алин, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников, «Август» компани представителĕсем Дмитрий Плишкин тата Андрей Генералов саламларĕç, строительсен коллективне кирек мĕнле йывăр объект та шанма пулнине палăртрĕç, пĕтĕмĕшле «Август» Фирма аталанăвне курăмлă тÿпе хывнине каларĕç.

Уяв наградăсемпе те пуян пулчĕ. 50 ытла çын тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç. Алексей Лаврентьев тата Лариса Федорова - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Александр Викторов, Олег Комаров тата Алевтина Скороходова Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илчĕç.

Компани ăнăçлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн Владимир Алин, Владимир Яковлев ертÿçĕсем, Вера Борисова, Алексей Васильев, Сергей Васильев, Алексей Верещака, Сергей Иванов, Владислав Козлов, Светлана Николаева, Иван Обыденных, Сергей Одинцов, Алексей Семенов, Ирина Семенкова ĕçченсем «Август» акционерлă обществăн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

«Звездопад» акционерсен хупă обществин Хисеп грамотипе 34 çынна наградăларĕç. Çавăн пекех ветерансене те манса хăвармарĕç. Хисепе Павел Вельгас, Владимир Калганов, Анатолий Николаев тата Нина Сергеева тивĕçрĕç.

Строительсен ушкăнĕ çав тери туслă пулни аван курăнчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне кăмăллăн саламларĕç. Чăваш эстрада юрăçи Алексей Московский те уява пухăннисен чунĕсене хăпартлантарчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика