Хушма чарусене пăхăнмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.04.2025, 10:36 Просмотров: 24

Çулсеренех çуркуннехи-çуллахи тапхăрта республикăра пушар хăрушлăхĕ пысăкланни тата вут-çулăм инкекĕсен хисепĕ ÿсни курăнать. Пысăк пайĕ вĕсенчен типĕ курăка тата уçă территорире çÿп-çапа çунтарнипе çыхăннине палăртмасăр май çук.

Иртнĕ çул, акă, Чăваш енре типĕ ÿсентăран хыпса илнипе çыхăннă çутçанталăк пушарĕсене 60 тĕслĕх регистрациленĕ. Ку кăтарту виçĕмçулхинчен ?155% 2,5 хут пĕчĕкрех. Анчах кăçал март уйăхĕнчех кунашкал тĕслĕхсен хисепĕ ÿсĕм енне улшăннă. Хытхурана чĕртсе янипе тухнă çутçанталăк инкекĕсем республикăра мартăн 18-мĕшĕнченех çырăнма тытăннă. Хăрушлăх вăйлансах пынине кура ĕнтĕ апрелĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш енре пушара хирĕçле уйрăм йĕрке кĕртнĕ, хушма чарусем йышăннă.

Каламалла, хамăр тăрăхра та, Кульцав ялĕ çывăхĕнче, курăк-ÿсентăран çунни пулнă. Çил вăйлă пирки çулăм хăвăрт сарăлса пынă, 4 га ытла лаптăка йышăннă.

Чăнах та çуркунне-çулла кăткăс тапхăр. Çавăнпа та тимлĕх çинчен пĕр самант та манма юрамасть. Типĕ курăк кирек мĕнле хĕлхемрен хыпса илме пултарать: сÿнтермен кăвайтран та, пăрахса хăварнă сигарет тĕпĕнчен те... Вăйлă çил вара тĕлкĕшекен çулăма та кĕске вăхăтрах хăрушă, пысăк çухатуллă пушара çавăрать. Вăл кил-çуртпа пурлăхсăр çеç мар, пурнăçсăр та хăварма пултарать.

Хăшпĕр чухне çакăн пек ÿкерчĕк те курма пулать: çулăмĕ асар-писер алхасать - çÿп-çап кăвайтне пăхса тăракан вара никам та çук. Енчен те вăл çурт-хуралтăсем çине сиксе ÿксен/ Анлă лаптăкра сарăлнă пушарпа кĕрешме питĕ йывăр. Çуртсем çывăхĕнче чĕртнĕ кăвайтсенчен шар курнă тĕслĕхсем унчченхи çулсенче пĕрре мар пулнă.

Хытхурапа типĕ курăка вара ытларах кĕтÿ çÿрекен вырăнсене, пушă выртакан çĕрсене, пахча-уйсене хăвăртрах тасатас тесе çунтараççĕ. Хăрушсăрлăх йĕркине кирлĕ пек уямасан, уйсем тавралла, вăрман хĕррисемпе сухаласа тухмасан кайран ÿкĕнме ан тивтĕр.

Тимлесех сĕнетпĕр: çулăмпа усă курнă чух çав тери асăрхануллă пулмалла! Типĕ курăкпа çÿп-çапа кил хуçалăхĕсенче тата дача участокĕсенче, кил-çуртсемпе хуралтăсем çывăхĕнче ан çунтарăр. Шăрпăка чĕртме çăмăл, тĕрĕслевсĕр алхасакан çутçанталăк пушарĕсене чарма вара ансат мар. Вĕсен сиенĕ пысăк тăкак, йывăр хуйхă кÿме пултарать. Пушар тухнишĕн айăплă çынсене, сиен калăпăшне кура, уголовлă явап таранах тыттарма пăхнă.

Асăрхаттаратпăр: кил-хуçалăха инкек ан кĕтĕр тесе, çутçанталăка сиен кÿресрен хÿтĕленсе пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене çирĕп пăхăнмалла:

Вăрмансенче кăвайтсем ан чĕртĕр. Уçă çулăм çинче апат хатĕрлесшĕн пулсан, çакна валли ятарлă вырăнсене суйлăр. Асра тытăр: пушар хăрушсăрлăхне 4-5 класс тесе çирĕплетсен вăрмансене вуçех те кĕме юрамасть.

Чĕлĕм тĕпĕсемпе шăрпăксене ăçта килнĕ унта ан пăрахăр.

Кил-хуçалăх территорине хытхурапа типĕ курăкран, çÿп-çапран вăхăтра тасатса тăрăр. Вĕсене çунтарса инкек кăларассинчен сыхланăр.

Алексей ПЕТРОВ,

асăрхав тата профилактика

ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика