Тирпей-илем хамăртан пуçланать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.04.2025, 10:37 Просмотров: 29

Юр кайса пĕтрĕ - куç тĕлне мĕн тĕрлĕ кăна çÿп-çап, ăпăр-тапăр, пĕлтĕрхи хытхура лекмест. Тавралăх тирпей-илемĕшĕн тăрăшакансем округра тăтăшах субботниксем йĕркелеççĕ.

Хастарсем çул хĕррисене, урамсене, çырма-çатраллă вырăнсене çÿп-çапран тасатаççĕ. Масар территорийĕсене тирпейлеççĕ, хуçăлса аннă хăрăк йывăçсене касаççĕ, выртакан туратсене пуçтараççĕ. Алла кĕрепле-кĕреçе, шăпăр, пăчкă, ытти ĕç хатĕрĕ тытнă çынсене ытларах курма пулать. Обществăлла ĕçсене Хурăнсур Çармăсра пурăнакансем те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсен тăван яла илемлĕрех, тасарах тăвас ăнтăлу пысăк. Çĕнтерÿ паркĕн территорине хăтлăх кĕртессипе тăрăшнă. Хурăнсур-çармăссем «пĕрлĕхре - вăй» тенине яланах асра тытаççĕ. Туслă йышпа пĕлтĕрхи ÿкнĕ çулçăсене, тĕрлĕ ăпăр-тапăра пухнă, типĕ туратсене каснă, тротуарсемпе çулсене шăлса тасатнă. «Хорнзор» кооператив ? ертÿçи - Михаил Максимов% техникăпа тивĕçтернĕ.

- Пĕрлехи вăйпа Çĕнтерÿ паркне хăвăртах йĕркене кĕртрĕмĕр, - терĕ Михаил Кузьмин. - Çанталăкĕ те тÿлек тăчĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă субботниксене малалла та йĕркелеме палăртатпăр.

Хурăнсур-çармăссем яла кĕнĕ çĕрте кивĕ картана та пăсса пуçтарнă.

Ытти территори пайĕсенче пурăнакансем те тăван ене хăтлăх, тирпей-илем кĕртессишĕн хастар тăрăшаççĕ. Хамăр тавралăха тирпейлесе тасатасси - кашнин тивĕçĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятисене вырăнти администраци, культура учрежденийĕсенче тимлекенсем, ял-йыш активлă хутшăнаççĕ. Акă, субботниксем хыççăн чылай çĕрте тасалăх хуçаланма пуçларĕ. Тирпей-илем пултăр тесен пĕрле тăрăшмалла.

Чечек-курăксем те сăмсаланма тытăнчĕç. Çĕр ешерет. Ĕç хастарĕсене çутçанталăк та хăйĕн илемĕпе савăнтарать.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика