Телефонпа счетчик улăштармаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.04.2025, 10:38 Просмотров: 27

Мушенниксем - паянхи чи пысăк хăрушлăхсенчен пĕри. Вĕсенчен хÿтĕленме мĕн чухлĕ мерăсем йышăнмаççĕ пулин те ку-нашкал преступленисен шучĕ чакмасть. Шу-лĕксене ĕненекенсем пурпĕрех нумай. Улта-вĕсем те вĕсен питĕ чее çав. Çынсене хăрат-са, илĕртсе, тем тĕрлĕ суйса ăсран яраççĕ.

Ултав схемисем хушшинче коммуналлă службăсен ятĕнчен тивĕçтерÿсем сĕнни те анлă сарăлнă. Юлашки вăхăтра çутă, шыв, газ счетчикĕсене улăштармаллине ĕненнипе инкеке лекнисем нумайланнă иккен. Полицин «Вурнарский» пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хамăр округра та пенсири пĕр хĕрарăм аферистсен сăмахĕсене шанса 20 пин тенкĕ çухатнă.

Ун патне шăнкăравлакансем шыв счетчикне тÿлевсĕр ылмаштарма сĕннĕ иккен. Çакна валли СМС-па килнĕ кодсене хăйсене пĕлтерме каланă. Малалла вара - шулĕксен «тухăçлă» ĕçлекен схеми. Хĕрарăма сирĕн ятпа Украинăна укçа-тенкĕ куçараççĕ тесе суйнă, уголовлă ĕçпе те хăратнă. Хытах шикленсе ÿкнĕскер, укçана мушенниксен счечĕ çине куçарса панă.

Питĕ тимлĕ пулмалла: çакнашкал сĕнÿсемпе преступниксем телефонпа та, мессенджерсем урлă та тухма пултараççĕ. Çавăнпа та сыхлăха çухатмалла мар: коммуналлă е ытти службăсен сотрудникĕсем нихăçан та СМС-па килнĕ парольсемпе кодсене, çынсен харпăр хăй даннăйĕсене ыйтмаççĕ, укçана «хăрушсăр счет» çине куçарма хушмаççĕ! Ун пек калакансене ĕненме кирлĕ мар!

Палламан çынсен хушăвĕпе нимле укçа-тенкĕ операцине те ан пурнăçлăр. Хăраса ÿкрĕр-тĕк, сире тивĕçтерÿсем кÿрекен службăна шăнкăравласа е çитсе килсе шикленĕве сирĕр.

Енчен те мессенджерсем урлă электроэнерги, газ е шыв шутлавĕн приборĕсене улăштарма шăнкăравларĕç е çырчĕç-тĕк, ку - шулĕксен серепи. Асăрхануллă пулăр!

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика