Маттур, Лейла!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.04.2025, 10:39 Просмотров: 30

Маттурсен пултарулăх енĕсем асамат кĕперĕн мĕнпур тĕсĕпе ялкăшаççĕ, теççĕ. Кашнинех - çитĕннисен те, кĕçĕнрех ÿсĕмрисен те - чун туртăмĕ пур. Ырми-канми тăрăшнăран вĕсем ырă ят çĕнсе илеççĕ. Çамрăк ăрăвăн хастарлăхĕ пысăк. Акă, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Лейла Боровкова мĕн пĕчĕкрен илемлĕх, юрă-кĕвĕ тĕнчи патне туртăнать.

«Лаша пуласси - тихаран паллă, çын пуласси - ачаран», - теççĕ. Лейла Боровкова 2-мĕш класра кăна ăс пухать пулин те, питĕ тăрăшуллă. Вăл Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче ăсталăха туптать. Çавăн пекех фитнес-аэробикăна та, акăлчан чĕлхин кружокне те çÿрет. Пушă вăхăтра ÿкерме юратать. Ишев бассейнĕнче те ÿт-пĕве пиçĕхтернĕ.

Лейла - вĕренÿ отличници. Мĕн пĕчĕкренех тăрăшакан ача çитĕнÿсемпе чăннипех мăнаçланма пултарать. Лейла Боровкова кăçал çамрăк музыкантсен округри «Ăсталăх патне утăмсем» конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ, «Фортепиано Соло» номинацире мала тухнă.

Республикăра Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Çĕнтерÿ тата патриотизм çулталăкĕсене халалласа «Нота мозаики» конкурс иртнĕ. Пултаруллă хĕрача çак конкурса та хутшăннă, «Соло» номинацире 2-мĕш степеньлĕ лауреат ятне илме тивĕçнĕ. Вăл Зоя Ивановна Попова преподаватель патĕнче ăсталăха туптать.

Калас пулать, Лейла «Ромашка» ача садне çÿренĕ чухнех хастарлăхпа палăрнă. Талантлă хĕрачана музыка ертÿçи Нина Ярчеева тÿрех асăрханă, унăн пултарулăхне аталантарма тăрăшнă. Лейла Боровкова 6 çултах ача-пăча ÿнер шкулне çÿреме тытăннă. Юрлас ăсталăха ÿстернĕ.

Унăн пултарулăхĕ асламăшĕнчен куçнă-тăр. Елена Маркова нумай çул музыка шкулĕн воспитанникĕсен чун-чĕрине кĕвĕ-çемĕ асамлăхĕпе пуянлатнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика