Тĕрĕс суйлав тума пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.04.2025, 10:39 Просмотров: 25

Ку эрнере республикăра «Профориентаци эрни» иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ ачасене профессисемпе специальноçсем çинчен каласа парасси, вĕсене харпăр хăйĕн интересĕсеме майĕсене ăнланма пулăшасси пулчĕ. Шкул ачисене тĕрлĕ ĕçсемпе паллаштарассине округри вĕрентÿ учрежденийĕсем те хастар хутшăннă.

Çĕршыв ăнăçлă аталантăр тесен экономика сферинче, социаллă тытăмра, патшалăх службинче, йĕркелĕх хуралĕнче... тем тĕрлĕ тивĕçсене пурнăçлакан ăста специалистсем кирлĕ. Анчах пурнăçа мĕнле ĕçпе çыхăнтармалла-ха/ Хăш профессире ытларах усă кÿме пулать/ Çакă, çамрăксемшĕн, чăнах та, çăмăл мар суйлав. Шăпах çак ыйтусене хуравлама пулăшаççĕ те нумай чухне профориентаци мероприятийĕсем. Техникум-колледжсенче, аслă шкулсенче пулса курни, вĕсенче вĕренÿ процесĕ мĕнле иртнипе, технологи майĕсемпе паллашни, студентсемпе куçа-куçăн калаçни те аслă классен вĕренекенĕсене малашнехи пурнăçа тĕрĕс утăм тума пулăшать.

Чылай тĕлпулу, акă, ку эрнере Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче иртнĕ. Округри шкулсенчи çамрăксем те аякка каймасăрах, хамăр тăрăхрах, хăш профессисемпе специальноçсене алла илме май пуррине пĕлнĕ, кунти педагогсем пулăшнипе вĕсемпе çывăхрах паллашнă.

Вăрман Кипекри шкул вĕренекенĕсем, акă, хăйсене кондитер ăстисен вырăнĕнче туйса илме пултарнă: Мăнкун пĕремĕкĕсене ÿкерсе илемлетнĕ. Математикăна пĕлессипе викторинăна та, «Аш-какай комбинатĕнчен лавкка сентрисем çине» вăййа та интересленсех хутшăннă вĕсем. Çавăн пекех IT-Кубра ирттернĕ мастер-класра 3D-моделировани вăрттăнлăхĕсем те вĕсене çав тери кăсăклантарнă.

Элĕк, Красноармейски округĕсенчи, хамăр тăрăхри Хапăсри, Вăрманкасри, Вăрнарти 2-мĕш, Çĕрпелти тата ытти шкулсенчи аслă классенчи вĕренекенсем те çитсе курнă Вăрнарти техникума. Вĕсене те учреждени сотрудникĕсем вĕренме кĕмелли йĕрке, студентсен пурнăçĕ тата çитĕнĕвĕсем, техникум тачă çыхăну тытакан предприяти-организацисем пирки тĕплĕн каласа панă. Экскурсипе мастер-классем вара шкул ачисене техникум хальхи вăхăтри пурлăхпа техника базипе пуяннине, кунта професси ăсталăхĕ енчен пахалăхлă пĕлÿ илме май пуррине кăтартнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика