Ятарлă çар операцийĕнче çапăçакансене мĕнпур вăй-халпа пулăшас, Çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарас тесе округри çамрăксем те пысăк тÿпе хываççĕ.
Ача-пăча та аслисемпе танах маскировка сеткисем çыхассипе, окоп çуртисем хатĕрлессипе, гуманитари пулăшăвĕ пухассипе хастар. Тăван ен ăшшипе тулли салам çырăвĕсене те мĕн чухлĕ ăсатрĕç вĕсем çапăçу хирне.
Халĕ, акă, çутă та сăваплă праçник умĕн шкул ачисем «Салтак валли - Мăнкун открытки» патриотлăх акцине кăмăлласах хутшăннă. Кашни шкултах кĕçĕнрех çулхисем хăйсен аллипе хÿхĕм открыткăсем хатĕрленĕ. Ÿкерсе тĕрлĕ сăрăпа капăрлатнисем, аппликаци евĕр ăсталанисем... - алĕçĕсем пурте илемлĕ, интереслĕ, пысăк уяв умĕн чун-чĕрене çепĕçлĕх кÿреççĕ. Мăнкун ячĕпе саламланипе пĕрлех ачасем салтаксене ырă сăмахсемпе те хавхалантарнă, хăйсене шеллемесĕр пирĕн тăнăçлăхшăн кĕрешнĕшĕн тав тунă.
Вĕренекенсен открыткисене пурне те ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнсене ăсатĕç. Вĕсем салтаксене тăванĕсемпе çывăх çыннисен, ентешĕсен ăшшипе пулăшăвне туйса илме май парĕç.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2025 |