Округра пĕлтерĕшлĕ мероприяти - «Архиври каç» акци иртрĕ. Ăна кашни çулах йĕркелеççĕ. Кăçал акцие Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалларĕç.
Архив - авалхи пурнăçпа хальхине çыхăнтаракан вырăн. Хаклă материалсене упрать. Архивра кивĕ хутсене, алăпа çырнисене, цифрăна куçарас ĕçе ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Кунта килекенсене яланах тарават йышăнаççĕ.
Вăрнарти архив поселокри 1-мĕш шкулăн 5 «А» класĕнче вĕренекенсене те хапăлласа кĕтсе илчĕ. Вĕсем управăша директорăн заместителĕпе Марина Сергеевăпа çитрĕç. Архив ертÿçи Эльза Тракова çирĕплетнĕ тăрăх, управăшра тăван ен историйĕ, хамăр ентешсем пирки туллин пĕлме пулать.
Ачасем çак кун хаклă хăнапа - Çĕньял Нурăсри ĕç ветеранĕпе Николай Ефимовпа - паллашрĕç. Право хуралĕнче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Тăван ен историйĕпе, йăх-тымарсемпе хытах кăсăкланать. Вăл икĕ томпа тухнă «Синьялы-Норусово» тата «Солдаты Великой Отечественной войны» кĕнекесен авторĕ. Хăйсен тăрăхĕнчи ятлă-сумлă çынсем пирки, вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронта пулăшни, Çĕнтерĕве çывхартни çинчен кăсăклă каласа пачĕ. Выçăллă-тутăллă пурăннă, шартлама сивĕре хастарлăх кăтартнă тыл ĕçченĕсен, фронтовиксен паттăрлăхĕ ачасене кăсăклантарчĕ. Çамрăк ăрăва колхозсем, ялсем аталанни те интереслентерчĕ. Архив докуменчĕсене хăйсен аллипе тытса курчĕç.
Сарăхнă страницăсенче - чăн пуянлăх. Иртнĕ саманари пурнăç йăлт куç умне тухать. Николай Васильевич ачасенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хăшпĕр тапхăрĕсем пирки ыйтса пĕлчĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем ыйтусене хăвăртах хуравларĕç. Иртнине пĕлмесен хальхи пурнăçа ăнланма, малашлăх çинчен ĕмĕтленме кăткăс. Ачасене 1-мĕш вăтам шкулта çирĕп пĕлÿ пани аванах курăнать. Архив тăрăх экскурси те йĕркелерĕç.
Елена
ПОРФИРЬЕВА
Апрель 2025 |