Экспорт ÿснĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.04.2025, 10:43 Просмотров: 28

Экспортерсене хушма пулăшу пани пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Эпир пĕлтĕр экспорт шайĕ, санкцисем кĕртичченхи 2020 çулпа танлаштарсан, пĕтĕмпех йĕркеленсе çитнине кăна мар, çав кăтарту 25 процент чухлĕ ÿснине шута илтĕмĕр. Тулашри экономика ĕç-хĕлне хутшăнакансен – экспорт енĕпе ĕçлекенсен шучĕ 2,2 хут ÿсрĕ, тĕпрен илсен, бизнесăн пĕчĕк тата вăтам предприятийĕсен шучĕпе. Экспортерсен çак сыпăкне кÿнĕ пулăшу шайĕ вара 3 хут ытла пысăкланчĕ. Пулăшу кÿмелли майсем йăлана кĕнисемех: куравпа ярмăркка мероприятийĕсене хутшăнни, бизнес-миссисем, лайăх имидж йĕркелени. Анчах та çав мероприятисене пула экспорт енĕпе ĕçлекенсем Европăра хупăннисем вырăнне хăйсем валли çĕнĕ çул-йĕр уçрĕç. Продукцин çĕнĕ тĕсĕсем тĕнчери 51 çĕршывра хăйсен туянаканĕсене тупрĕç.

Правительствăн «экспорт кешбэкне», пирĕн федераци органĕсенчи ĕçтешсем ăна çапла палăртаççĕ – вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен шутĕнчи Чăваш ен экспортерĕсене экспорт контракчĕ шайĕнче тавар турттарнипе, ăна сертификациленипе, чĕркенипе пулакан тата ытти тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма паракан укçа-тенкĕ пулăшăвне – ĕçе кĕртесси çинчен шухăшласа пăхмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика