Общество паттăрĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.04.2025, 10:43 Просмотров: 24

Вăрнар округĕнче ятарлă çар операцине пулăшас ĕç малалла пырать

Çак кунсенче «ZOV Вурнары» волонтер ушкăнĕ Белгород чиккинче тăракан ентешсем патне УАЗ автомобиле ăсатрĕ. Автомашинăна округра пурăнакансем, хуçалăхсем, предприяти-организацисем хывнă укçа-тенкĕпе туяннă. Çар условийĕсем валли хатĕрлес юсав ĕçĕсене Калининăри «Лидер» автотехцентр ?ертÿçи Николай Бизиков% маçтăрĕсем тата Катăшри Сергей Марков пурнăçланă.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ хальхинче те пулăшу алли тăснă. Автомобиле вырăна çитерме фургон уйăрнă.

Завод пирки калас-тăк, иртнĕ эрнере предприяти «Август» компанирен Донецк хулине тата икĕ фура гуманитари грузне ăсатнă. Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче пурăнакансем патне апат-çимĕç çитернĕ. Вăл шутра - аш, сĕт, пулă консервисем, пылак çимĕç, кăлпасси, типĕтнĕ сĕт, кĕрпе-макарон тата ытти те.

Округра пурăнакансенчен чылайăшĕ ырă ĕçе хастар хутшăнать. Çĕрпелте пурăнакансем, акă, маскировка сеткисем çыхнисĕр пуçне салтаксем валли дронсенчен хÿтĕлекен утиялсемпе пончосем çĕлеççĕ. Пĕрремĕш партие фронта ăсатнă ĕнтĕ.

Каникул вăхăтĕнче чылай çĕрте шкул ачисем те хÿтĕлев каррисем çĕлес ĕçе кÿлĕнчĕç. Калининăри, Хăмăшри, Рункăпа Хирпуçĕнчи пунктсенче вĕсем те активлă ĕçлерĕç.

Пуканкассисем хĕллехи вăхăтра кашни кун окоп çуртисем шăратрĕç пулсан, халĕ тепĕр ырă ĕçре палăраççĕ. Пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ вĕсем Белгородри госпитальте сипленекен салтаксем валли посылкăсем ăсатаççĕ. «Унти волонтерсем футболка тата трико ылтăнпа тан пулнине пĕлтереççĕ. Çавăнпа та ял çыннисем пухнă укçа-тенкĕпе çак япаласене ытларах туянтăмăр»,- пĕлтерчĕ ку ял старости Альбина Фомина.

Пуканкассисене шупашкарсем те пулăшаççĕ. Хальхинче те вĕсем пĕрлехи ĕçе хăйсен тÿпине хывнă.

Районти культура çуртĕнчи пунктра та кĕске тăхтав хыççăн ĕç тепĕр хут вĕресе кайрĕ. Волонтерсем кун сиктермесĕр сетка çыхма çÿреççĕ. Салтаксем валли аялти йĕм çĕлеççĕ.

Çак кунсенче вĕсем патĕнче Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ Людмила Васильева пулнă. Вăл маттурсене волонтер кĕнекисем панă.

Людмила Федоровна кĕмĕл çулхисене ыркăмăллăхшăн, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăхăта шеллемесĕр тăрăшнăшăн тав тунă. «Эсир - общество паттăрĕсем»,- тенĕ вăл.

Чăннипех те çаплах ĕнтĕ, фронта пулăшакан кашни çын - хăйне евĕр паттăрлăхпа, чун уççипе палăрать...

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика