Чĕре хăвăрт тапсан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.04.2025, 11:00 Просмотров: 521

Чи малтанах юн пусăмне виçмелле. Пысăк пулсан чĕре таппи çавăнпа хăвăртланнă ĕнтĕ. Хамăра епле пулăшмалла-ха/

Пĕр стакан сивĕрех шыв ĕçмелле.

Пите, мăя тата кăкăра сивĕ шывпа йĕпетнĕ алшăллипе сăтăрмалла.

Вырăн çине выртса май пур таран ÿт-пĕве лăштăр ямалла.

Тахикарди приступĕ стресс тÿснипе çыхăннă пулсан лăпланма пулăшакан препарат ĕçмелле.

Хăвăрăн рациона омега-3 çу кислотисем пур çимĕçсемпе пуянлатмалла: пулăпа, тинĕс çимĕçĕсемпе.

Организмра кали çитмесен те чĕре хăвăрт тапма пултарать. Медицина тĕрĕслевĕ хыççăн тухтăр ку микроэлемента ĕçмешкĕн çырса парать.

Чĕре хăвăрт тапнинчен валериан курăкĕ, чĕре курăкĕ ?пустырник%, катăркас ?боярышник% тата пион настойĕ пулăшаççĕ.

Сăмах май, чĕре хăвăрт тапни гипертони чухне кăна пулмасть, гипотони те ?юн пусăмĕ пĕчĕкки% çавнах пуçарать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика