Чăваш ен Патшалăх автоинспекцийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш кварталта çуран пыракансен пурнăçĕ çул çинче татăлни, шел те, 9 тĕслĕх çырăннă. Шар курнисенчен çиччĕшĕ инкек тухнă вăхăтра ÿсĕр тата çул урлă каçмалли ятарлă вырăнта мар пулнă.
Ытларах ку çынсем транспорт урапи айне республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче лекнĕ. Инкексем пурте тенĕ пекех тĕттĕм тапхăрта сиксе тухнă, тумтирĕсем çинче вара нихăшĕн те çутатакан элементсем пулман.
Хамăр тăрăхра та юлашки вăхăтра синкерсем пулса иртрĕç. Çавăн пекех каçхине Хăмăш тата Аçăмçырми ялĕсем çывăхĕнче транспорт хатĕрĕсем таптанипе икĕ хĕрарăм пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă.
Манмалла мар: çул-йĕр - пысăк хăрушлăх вырăнĕ. Çăмăлттайла йăнăшсене вăл каçармасть. Пĕлтерĕшлĕ мар пек туйăнсан та, йĕркене кăшт пăсни те тÿрлетме çук инкек патне çитерме пултарать.
Палăртмалла, ăшă çанталăк тăма тытăнсан çуран çÿрекенсем те нумайрах. Çав шутра - çулсем, пысăк трассăсем çывăхĕнче те. Хăшĕ-пĕрисем эрех-сăра ăша ярсан вара çул çинчех уçăлса çÿреме, кунтах çывăрса кайма та, автомобиль урапи айне ÿкме те, тăрук сиксе тухма та пултараççĕ. Çакăн пекки, тĕрĕссипе, вуçех те пулмалла мар. Анчах ÿсĕр çын хăрушлăх çинчен манать, хаяр шĕвек витĕмĕпе хăйне «паттăрла» туять, хăйне тĕрĕслевре тытаймасть. Çавăнпа та урă мар çынна çул çинче курсан аякран иртсе каймалла мар, ăна илсе тухма мерăсем йышăнмалла. Сирĕн тимлĕх çыннăн пурнăçне çăлса хăварма е водителе инкекрен хÿтĕлеме пулăшĕ.
Çуран çÿрекенсене те хăрушлăха лекесрен сыхланса правилăсене çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр:
Çул çинче тротуарпа, вăл çук-тăк - айăккипе утмалла.
Тумтир çинче çутатакан япаласем пулмалла - вĕсем водителе сире аякранах курма май парĕç.
Çул урлă ятарлă вырăнта кăна каçмалла.
Каçă çине тухиччен транспорт хатĕрĕ килнине пăхмалла, вăл çитиччен мĕн чухлĕ хушă юлнине, ун хăвăртлăхне шута илмелле.
Машинăсем курăнмасан та çул урлă чупса каçма, тăрук сиксе тухма юрамасть.
Геннадий КАЗЫКИН,
полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ
Апрель 2025 |