2025 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăрçă чарăннăранпа 80 çул çитет. Эпир, вăрçă ачисем, вăл вăхăтри йывăр пурнăçа манма пултараймастпăр, ялан куç умне тухса тăрать. Хĕрарăмсем, пирĕн аннесем епле чăтнă-ши/ Пĕрмаях асилетĕп иртнĕ саманана.
Этемлĕхĕн черченкĕ çурри хĕл каçипе вăрмана вутă хатĕрлеме çÿренĕ. Уй-хирти ĕçсене алă вĕççĕн тунă. Пĕчĕк ачисем çинчен шутласа чунĕ те хытах ыратнă вĕсен. Ялти арçынсем вăрçăра юн тăкнă, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă. Ачасем выçăллă пурнăçа пайтах астивнĕ.
Астăватăп, улăхран ут-кăшкар кĕпçине пуçтарса килсе выç хырăма лăплантарнă. Пирĕншĕн курăк яшкипе çĕрĕк çĕрулми икерчи тутлă пулнă.
Каçсерен самолет вĕçнине илтсен бомба пăрахса хăварасран питĕ хăранă. Арçынсем фронтра хăйсен пурнăçне шеллемесĕр вилĕме куçран пăхса «Ур-р-ра!» тесе кăшкăрса малалла ыткăннă. Нумай вĕсем - паттăрсем, çутă пуласлăхшăн пурнăçран питĕ ир уйрăлса кайнисем.
Малтикас Ялтăра ялĕнчи Павел Матвеев Белоруси вăрманĕнче партизан ушкăнĕнче тăнă. Тăшман хăюллă партизансенчен питĕ шикленнĕ. Павел Матвеев вăрманти шурлăхлă вырăнсенче сахал мар йывăрлăхсене тÿснĕ.
Николай Тихонович Тихонов нумай хулана ирĕке кăларма хутшăннă. Сталин ăна виçĕ хутчен алăран тытса тав сăмахĕ каланă.
Уйкас Ялтăрари Леонид Михайлов, 18 çул тултарнă çамрăк, танкпа фашиста шав аркатнă. Танк çарĕсен командирĕ пулнă. Çĕршывăн хулисене тăшмана хăваласа ярса ирĕке кăларнă. Кенигсберг хулине çавăрса илсен, танкпа Берлина çитнĕ. Юнлă çапăçуран чĕрĕ тухнă. Вĕсем, паттăрсем, Çĕнтерÿ кунне те кĕтсе илнĕ.
Халĕ ятарлă çар операцийĕ пырать. Раççей халăхĕ йывăрлăха чăтма хăнăхнă, пурпĕрех Çĕнтерÿ пирĕнте пулать, мĕншĕн тесен пирĕн халăх мирлĕ пурнăçшăн.
Нина ПАРАМОНОВА
Апрель 2025 |