«Çĕнтерÿ» мемориал паркĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă салтаксен ячĕпе Астăвăм стени çĕклĕç.
Парка йĕркелесе çитерессинче палăртнисем сахал мар. Мĕнпур ĕçе çулталăк вĕçĕ тĕлне туса пĕтермелле.
Астăвăм стенине вара регион ертÿçи Олег Николаев хушăвĕпе ака уйăхĕнчех хăпартма пуçламалла.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне никĕс ямалла, тĕп блоксене вырнаçтармалла.
Стена çине çар çыннисен «Быть героем - жить вечно» девизне çырма йышăннă. Каярах плитасем çинче ятарлă çар операцине хутшăннисен ячĕсене палăртĕç.
Çитес виçĕ çулта «Çĕнтерÿ» паркĕн сăн-сăпачĕ те тĕпрен улшăнмалла.
Апрель 2025 |