Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Перинаталь центрĕнче пулас
амăшĕсемпе тĕл пулнă. Вăл кăçал регионта вăя кĕнĕ пулăшу мерисем пирки каласа кăтартнă.
Республикăри амăшĕн капиталне 150 пин тенкĕрен 200 пин тенкĕ таран ÿстернĕ.
Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрĕ техникумра е аслă шкулта вĕреннĕшĕн 50: таран çеç тÿлеме пултарать.
Ача кĕтекен студенткăсене 100 пин тенкĕ параççĕ.
ЭКО тума шухăшланă мăшăра тÿлевсĕрех тĕрĕслеççĕ.
Тин çуралнă ачасем валли тĕрлĕ япала тара илмелли пунктсем ĕçлеççĕ.
Садиксенче ачасене темиçе сехетлĕхе йышăнас ĕçе йĕркелеççĕ.
Май 2025 |