Фотопроекта хутшăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.04.2025, 11:03 Просмотров: 427

Вăрнар округĕнчи ятарлă çар операцийĕн участникĕсен мăшăрĕсем, ашшĕ-амăшĕсем, ачисем «Герой çемйи» фотопроекта хутшăннă.

Ăна Чăваш енри Хĕрарăмсен канашĕн Вăрнарти уйрăмĕн пуçарăвĕпе, Вăрнар округĕн администрацийĕ тата Тĕп библиотека пулăшнипе йĕркеленĕ. Евгения Сидорчева фотограф, Диана Краснова визажист тата библиотека ĕçченĕсем тăрăшнипе кашни çемьен историйĕ, вĕсен вăйĕ, пĕрлĕхĕ тата юратăвĕ профессионаллă сăнÿкерчĕксенче çырăннă. Вĕсемпе май уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне паллашма май пулĕ.

Фотопроект Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртет, вăл Геройсене ĕмĕрлĕх асра хăварас, вĕсен çемйисемпе паллаштарас, çывăх çыннисене тимлĕх уйăрас, пулăшас, хавхалантарас тĕллевлĕ.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика