Анлăн ирттерме палăртаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.04.2025, 11:04 Просмотров: 20

Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ковид вăхăтĕнче ун формачĕ хĕсĕнчĕ - темиçе çул ĕнтĕ Çĕнтерÿ кунне чаруллă условисенче ирттертĕмĕр. Кăçал вара çутă уява анлăн паллă тума палăртаççĕ.

Вăрнарта Çĕнтерÿ кунĕн мăнаçлăхне çĕклекен самантсем курăнма тытăнчĕç. Тĕп урамсенче транспарантсем, баннерсем вырнаçтарчĕç. Уйрăмах Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн, çавăн пекех «Август» парк территорийĕсем патриотизм туйăмне вăйлатаççĕ: плакатсем, ялавсем, растяжкăсем аякранах курăнаççĕ.

«Аслă Çĕнтерÿ кунне тивĕçлĕ паллă тумалла!» - çирĕплетрĕ округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова уява хатĕрленсе ирттерес ларура. Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче митинг Вăрнарти тĕп площадьре 9 сехетре пуçланĕ. Унчченхиллех «Вилĕмсĕр полк» строя тăрĕ. Каçхи программа РДК çумĕнчи парка йыхравлĕ. Кунта эстрада артисчĕсен концертне йĕркелеме палăртнă. Факел шествийĕ те пулĕ. Каçхи тÿпене салют та çĕкленĕ.

Ларăва хутшăнакансем программăна уй кухнине, вăрçă çулĕсенчи фильмсен курăмне, патриотла мероприятисене кĕртме сĕнчĕç.

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн çулсене юсас, палăксемпе обелисксене сăн кĕртес, субботниксем анлă ирттерес, уяв кунне поселокри çулсен пĕр пайне хупас ыйтусем те тухса тăчĕç.

Уяв планĕнче улшăнусем те пулма пултараççĕ. Вĕсем пирки хаçат, çавăн пекех хамăрăн Телеграм-канал тата социаллă сетьсем урлă пĕлтерĕпĕр.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика