Ыркăмăллăх марафонĕ старт илчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.04.2025, 11:04 Просмотров: 23

Республикăра «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафонне старт панă. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ун енчĕкне чи малтан укçа хывнă.

Раççейри ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕ пуçарнă марафона 1995 çултанпа ирттереççĕ. Юлашки пилĕк çулта унта 5000 ытла ырă çын хутшăннă, фонда укçа-тенкĕпе тивĕçтерекенсен пĕтĕмĕшле сумми 28 млн ытла тенкĕпе танлашнă. 2024 çулта кăна 6,3 миллион ытла тенкĕ пухма май килнĕ. Укçа-тенке пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ сусăр ачасене, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене социаллă пулăшу пама янă. Пĕр пайне фондăн тĕп программисене пурнăçлама тăкакланă.

Ачасене пулăшу пани каялла ырăпах таврăнассине пурте лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та марафона уçнă май, предприятисемпе организацисене, депутатсене, çамрăксен пĕрлешĕвĕсене, волонтерсен отрячĕсене тата ахаль çынсене пурне те ырă ĕç тума чĕнсе каланă.

Палăртса хăварар, 4 çул каялла Чăваш енри Хĕрарăмсен союзĕн пуçарăвĕпе ыркăмăллăх марафонĕн йĕркипе «Аслисем – ачасемшĕн» акци пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Кашни муниципалитет хăйсем пурнăçлас текен проекта палăртать, пухăннă укçа-тенке ачасен аталанăвĕ çине ярать. Вăрнар тăрăхĕнче те ку проект ăнăçлă пурнăçланать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика