Пирĕн спортсменсен ăмăртусенчи, уйрăмах республика территорийĕнче иртекеннисенчи, çитĕнĕвĕсем ÿссе пыракан ăрăва спортпа туслашма хавхалантараççĕ. Эпир пысăк çитĕнÿсен спортне пулăшассине вăйлатса пыратпăр тата йăлана кĕнĕ спорт тĕсĕсемпе, çавăн пекех çĕнĕ тĕсĕсемпе те Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене ирттермелли лапам вырăнне хамăрăн республикăна сĕнетпĕр.
Çапла 2023 çулта Пĕтĕм тĕнчери мăшăр кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсемпе I спорт вăййисем иртрĕç. Кăçал вăйăсене иккĕмĕш хут ирттеретпĕр, ку енĕпе ĕç пырать. Республикăра ку чухнехи капмар спорт объекчĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленни çакăн пек ăмăртусем ирттерме питех те пулăшать. Кунта «Атăл» стадион та, биатлон центрĕ те, хальхи вăхăтра тăвакан шыв спорчĕн центрĕ те, ыттисем те кĕреççĕ.
2024 çул вĕçĕ тĕлне Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен йышне 35 спорт тĕсĕпе 342 спортсмен кĕнĕ, çакă 2020 çулхипе танлаштарсан 2 хут ытларах, вĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче 2002 медаль çĕнсе илнĕ. Медальсен йышĕпе кăтарту 5 хут ÿснĕ.
Апрель 2025 |