Вăрнарсем каллех Пĕтĕм Раççейри «Пурнăçшăн - 10 пин утăм» сывлăх акцине пĕрлешрĕç.
Ку мероприяти «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи йĕркипе иртет. Паллах, çак акци ытларах та ытларах çынна сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас тĕллевлĕ. Тухтăрсем сывлăха çирĕплетмелли ку мел вăй-хал упражненийĕсене ылмаштарма пултарнине, утни çыннăн хăйтуйăмне лайăхлатнине палăртаççĕ.
Мероприятие округ администрацийĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем, шкул ачисем, уйрăм çынсем хастар хутшăнчĕç. Сывлăх утăмĕн çулĕ районти культура çурчĕ çумĕнчи парк витĕр выртрĕ. Пĕтĕмпе пухăннисем сакăр çаврăм турĕç.
Чылайăшĕ ку акцие кашнинчех хутшăнать. Ушкăнпа утни кăмăлсене çĕкленине палăртрĕç вĕсем. Сывă пурнăç йĕркин тусĕсене округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов тата çамрăксемпе тимлекен советник Кристина Ефимова тĕслĕх кăтартрĕç, дистанцие пуринпе тан тухрĕç.
«Пурнăçшăн - 10 пин утăм» акцинче ялсенче пурăнакансем те хастар пулчĕç. Хирпуç, Çавалкас, Мăн Явăш, Мăньял Хапăс, Кĕçĕн Кипек, ытти ял çыннисем те хаваспах ушкăнпа утрĕç. Ку сывлăхшăн усăллине вĕсем аван пĕлеççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Апрель 2025 |