Мăнкун çывхарать. Эппин, çăмарта хĕретесси пирки шухăшлама вăхăт. Лавккаран ятарлă сăрăсем туяниччен алă айĕнчи çимĕçсемпех илемлетер.
Сухан хуппи. Ăна шыва ямалла, унта çăмартасене хурса вĕреме кĕртмелле. Хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕ пулаççĕ.
Куркума пулăшнипе çăмарта сарă тĕслĕ пулать. 1 литр шыва 2 апат кашăкĕ куркума ямалла, вĕреме кĕртмелле, кайран çăмартасене хумалла.
Кăшман. Кĕрен тĕслĕ тăвать. çимĕçе терка витĕр кăлармалла е сĕткенне юхтармалла. Çăмартасене унта темиçе сехетлĕхе хăвармалла.
Каркаде пулăшнипе çăмарта сăрă тĕслĕ пулать. Чее вĕретмелле, сивĕтмелле. Çăмартасене унра темиçе сехет тытмалла.
Хĕрлĕ эрех. Ăна вĕреме кĕртмелле, çăмартасене хурсан тепĕр 10 минут çулăм çинче тытмалла. Тĕксĕм хĕрлĕ тĕслĕ пулаççĕ. Вăл кăна мар, йăлтăртатаççĕ те!
Гранат хуппи. Ăна шыва ярса пĕчĕк çулăм çинче çур сехет тытмалла. Кайран çăмартасене хумалла. Шыв сивĕниччен кĕтмелле. Лимон тĕслĕ çăмарта пулать!
Апрель 2025 |