Çуркунне - çутçанталăк чĕрĕлнĕ вăхăт çеç мар, хамăр тавралăха хăтлăх кĕртмелли тапхăр та.
Куратпăр ĕнтĕ, юр ирĕлнĕçемĕн ун айĕнчен тем тĕрлĕ çÿп-çап, ăпăр-тапăр тухать. Кăçал вăл хăвăрт ирĕлчĕ те тавралăх сăнĕ маларах хăйне тирпей-илем кĕртме ыйтрĕ.
Яллă вырăнсенче пурăнакансем уйрăмах хастар. Вĕсем пĕрле пухăнса апрелĕн малтанхи кунĕсенчех субботниксем йĕркелерĕç. Урамсене, социаллă объектсен таврашне, масарсене тасатса тирпейлерĕç. Ку енĕпе пур территори пайĕнчи халăха та тав тумалла.
Тĕплĕнрех хаçатра
Светлана ЧИКМЯКОВА
Апрель 2025 |