Пĕрлехи Информаци кунĕ пирĕн округра, чăн та, тухăçлă иртнине палăртмалла. Унăн иккĕмĕш пайĕ округ администрацийĕнчи тĕлпулупа тăсăлчĕ. Кун йĕркинчи тĕп темăсемпе пĕрлех вырăнти çивĕч ыйтусене сÿтсе явма кунта ялсен старостисем, поселокри çурт комитечĕсен представителĕсем йышлă пуçтарăнчĕç.
Кăçалхи чи пĕлтерĕшлĕ датăччен нумай юлмарĕ - Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулĕ çывхарать. Çĕршыв историйĕшĕн, пирĕншĕн кашниншĕн хаклă куна яланлăх асра юлмалла паллă тумалла, çĕнтерÿçĕ-ăрăва тивĕçлипе чысламалла. Республика ăна мĕнле кĕтсе илме хатĕрленет - çакăн çинчен пухăннисене Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Сергей Егоров каласа пачĕ. Патриотизм туйăмĕпе çĕклентерес, мухтавлă историе хаклама вĕрентес тĕллевпе вăл уяв мероприятийĕсене ачасемпе çамрăксене хастар явăçтарма тăрăшнине уйрăммăн палăртрĕ. Вĕсем «Ачасем - ветерансене», «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часовой», «Çĕнтерÿ диктанчĕ» тата ытти республика акцийĕсене, шырав марафонне, творчество конкурсĕсене, Хăюлăхпа астăвăм урокĕсене хутшăнĕç. Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова Вăрнар тăрăхĕнче те Çĕнтерÿ кунĕн уяв программи пуяннине каларĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2025 |